Атлашевское сельское поселение Чебоксарского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кодеркасинский ДФ: Пултаруллăх ушкăнĕсем – Ертукасси ялĕнче хăнара

09:40 06 февраля 2020 г.

Кăрлач уйăхĕн 29 - мĕшĕнче Ертукасси клуб-музей çуртĕнче интереслĕ те савăнăçлă каç иртрĕ. Уяв каçĕнче Астăвăм тата мухтав çулталăкне халалласа иртерчĕç. Асăннă вăхăтра культура çурчĕ куракансемпе тулчĕ. Котеркасси фольклор çурчĕн «Хĕлхем» халăх театре Н.Семенова пьеси тăрăх лартнă «Çичĕ чашăк, çичĕ кашăк» (Семь чашек, семь ложек) спектакле курчĕ. Пьесари ĕçсем вăрçă вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Архиповнăн (А. Иванова) ывăлĕсем çиччĕшĕ те вăрçăра вилнĕ. Нумай çул иртнĕ пулсан та амăшĕн чĕринчен ывăлĕсен сăнарĕсем асран тухмаççĕ, паянхи кун та вăл хăй пÿртĕнче ывăлĕсемпе калаçать, сĕтел хушшине лартса апат çитерет. Спектакль вăхăтĕнче куракансен куçĕсем шывланмасăр чăтаймарĕç. Артистсен ăсталăхĕпе пултарулăхне хакласа куракансем спектакле тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Аслă Вăрçăн паттăрĕсем ялан халăх асĕнче пулĕç, эпир вĕсене нихăçан та манмăпăр! Спектакль хыççăн «Околица» ушкăн хăйĕн интереслĕ те савăнăçлă концерчĕпе те куракансем çав тери кăмăллă юлчĕç. Чăннипех те пысăк парне пулчĕ çак каç куракансемшĕн. Клуб-музей ертÿçи В.Н. Блинова сцена артисчĕсене саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хал сунчĕ. Куракансене те тав сăмахĕ каларĕ.

Атлашевское сельское поселение Чебоксарского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика