Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРИНЕ ВĔРЕНТЕКЕНСЕН СЕМИНАРĔ ИРТРĔ

17:00 29 января 2020 г.

2020 çулхи кăрлач уйăхĕн  29-мĕшĕнче  районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн семинарĕ «Чăваш чĕлхипе   литературине вĕрентнĕ май урок тулашĕнчи ĕçе йĕркелесси» темăпа  Аслă Таяпа тĕп шкулĕнче  иртрĕ. Семинара килнĕ вĕрентекенсене шкул ачисем ăшшăн   кĕтсе илчĕç.

   Чи малтан вĕрентекенсем шкул çумĕнчи Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса уçнă музейра пулчĕç. Районти тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ вĕрентекенсем шкул музейĕнчи экспонатсемпе  хаваспах паллашрĕç.Унтан 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем Астăвăм тата Мухтав çулталăкне, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине халалланă «Паттăрсене асрах тытатпăр!» ятлă концерт лартса пачĕç. Ачасем сăвă калама та ăста, юрлама, ташлама та   пултаруллă   пулни курăнчĕ.

   Районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕччен  «Хамăрăн несĕлĕмĕрсен чĕлхине вĕрентекенĕ»  конкурс иртрĕ. Çав конкурса учительсем хастар хутшăнчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ:

     «Автор сăвви» номинацире 1-мĕш вырăна Каринкина Г.В. çĕнсе илчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Енейкина Г.Л., Павлова С.А., Воронова В.Н. пайларĕç. «Вокал» номинацире 1-мĕш вырăна Портнова А.И. йышăнчĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене - Федорова Е.С. тата В.Н. Вороновăпа Кузнецова Н.М. «Эссе» номинацире: 1-мĕш вырăн – Левая Н.А., Енейкина Г.Л., 2-мĕшсем – Портнова А.И., Теренина А.Н., 3-мĕш  вырăнта – Осипова О.П.

     «Методика енчен урока тĕрĕс йĕркелесси» номинацире çĕнтерÿçĕсем – Кунецова Н.М., Леонтьева И.А., 2-мĕш вырăнта – Воронова В.Н., Павлова С.А.

    «Класс тулашĕнче мероприяти ирттересси» номинацире çаксем палăрчĕç:

Çак номинацин «Уяв сценарийĕ» пайĕнче 1-мĕш вырăна Малова Г.И., Кушманова Н.В. çĕнсе илчĕç, 2-мĕш вырăна – Воронова В.Н., Кузнецова Н.М., 3-мĕш вырăна – Хушкина Н.З.  «Проект ĕçĕ» пайра – Веникова Г.В. – 1-мĕш вырăн, Кузнецова М.Г. – 2- мĕш. «Презентацисем» пайра – 1-мĕш вырăн Воронова В.Н.,Кузнецова Н.М., 2-мĕш вырăн – Адюкова Л.Г. çĕнсе илчĕç.   Çĕнтерÿçĕсене шкул директорĕ В.В.Малов Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Чи лайăх ĕçсене  республика шайĕнче  иртекен конкурса тăратĕç.

      Семинар ĕçне малалла Малова Г.И. вĕрентекен ертсе пычĕ. Вăл ачасене чăваш чĕлхипе патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрлентересси, республикăн пĕрлехи экзаменĕн 2020 çулхи  улшăнăвĕсем   çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Кузнецова М.Г. вĕрентекен хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ.

     Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем семинар пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕç.

 

Большетаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика