Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туслăхпа та сывлăхпа кĕтсе илчĕç Мăкăрсем Кивě çĕнĕ çула

21:13 14 января 2020 г.

Чăн-чăн юмах  тĕнчири пек  янăрарĕ  ку  хутĕнче те  хаваслă  юрă-кĕвĕ , хăй  ытамне  туслă  ял-йыша  пухса. Кǎвакал  юхан шывĕ  çумĕнче   тĕкĕрленнĕ çутă  кÿлĕре  ачасем тетесемпе  илемлетнĕ  капăр симĕс  чăрăш  вăйă  картине  пухрĕ  Мăкарсене.  Кăмăл  туличчен  юрларĕç те  ташларĕç.

Кивĕ  çула  ăсатма  çĕнĕ  çула  кĕтсе  илме  тĕрлĕ илемлĕ  уяв  тумĕсемпе  çитрĕ  туслă  ял-йыш. Кĕтнĕ  уяв  хăнисем паллах - Хĕл  мучипе Юр  пике. Уяв кунĕ  асамлă  вăйăсемпе  тĕрлĕ  шÿтлĕ  конкурссемпе  иртрĕ. Хĕл  мучипе  Юр  пике  хастар  хутшăннисене парнесемпе  хавхалантарчĕ, малашне те  хастар  та  пултаруллă тата савăк  кăмăлла  пулма  пиллерĕç. Туслăхпа  та  сывлăхпа тата  сенкер  тÿпепе  кĕтсе  илчĕç  Мăкăрсем  Кивĕ  çĕнĕ  çула. Акă  ĕнтĕ  çĕнĕ  çул  асамлă  хапхине яриех  уçрĕ, керменĕ  йăлтăр-йăлтăр  çутăпа   йăлтартатрĕ. Унта  Мăкăрсен савăк  туслăхĕ, туслăх  çăлтăрĕ  йăлтăртатать. Çĕнĕ  çул  çĕнĕ  телей , ырлăх  тата  тăнăçлăх ,  ăнăçу  илсе  килтĕр . Апла  пулсан  çут  куна   ĕмĕрлер  пĕрле, ĕçĕ- хĕлĕ  те «вĕресе»  тăтăр .
Çĕнĕ  çул  ячĕпе  пурне  те!!!

 

фоторепортаж

 

Чагасьское сельское поселение

 

 
 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика