15:14 13 января 2020 г.
Чӑваш-Сурӑм культура çуртĕнче кивĕ Çĕнĕ çул уявне çулсеренех тĕрлĕ енлĕ туса иртереççĕ. Кӑçал уява паллӑ тума Чӑваш-Сурӑм салинче пурӑнакан аслӑ ӑрури çынсем кӑнтӑрлах пуçтарӑнчĕç. Уяв вара питĕ кӑмӑллӑ иртрĕ. Килнĕ хӑнасене уяв ячĕпе культурӑ ĕçченĕсем саламларĕç, яланах çапла пĕрле пуçтарӑнса савӑнма йыхравласа хӑварчĕç, иртсе каякан Çĕнĕ çула халалласа тĕрлĕрен тупмалли юмахсен тупсӑмне туптарчĕç, юрӑсем юрлаттарчĕç, ташӑсем ташлаттарчĕç. Тата çамрӑклӑха аса илсе çĕрĕлле те выляса илчĕç. Çĕкленÿллĕ кӑмӑлпа хавхалансах савӑнчĕç пуçтарӑннӑ çынсем. Самаях савӑннӑ хыççӑн уяв ячĕпе хатĕрлесе килнĕ тутлӑ çимĕçсемпе сӑйланчĕç.
Кĕреке хушшинче ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕ пурне те уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, пурне те 2020 çулта сывлặхлặ, телейлĕ пулма сĕнчĕ. Уяв чӑннипех те хаваслӑ та усӑллӑ иртрĕ çак кун.
Килелле саланнӑ майӑн культура ĕçченĕсене савӑнӑçлӑ уяв туса панишĕн тав сӑмахĕсем каласа уйрӑлчĕç.
Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района