Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литература вулавĕсем

22:11 09 января 2020 г.

Кăçал район хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Район паллă çынсемпе пуян. Вĕсене халалласа вулавăшсенче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. 
«Шăнкăрав курăкĕ» юрра пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Анчах та унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 65 çул тултаратчĕ. 
Вениамин Васильевич 1955 çулта Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Лайăхрах туйма вара вĕрентекенсем пулăшнă. Малтанхи хайлавĕсем «Ял пурнăçĕ» тата «Пионер сасси» хаçатсенче кун çути курнă. 
Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Вениамин Пехил «Ял пурнăçĕ» хаçатра, радио эфирĕнче ĕçленĕ, каярахпа «Ялав» журналта тăрăшнă. Унăн сăввисем ăшă кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ, тунсăхлă. Пысăкрах калăплă хайлавсем те çырнă вăл.Пурăннă вăхăтра Вениамин Васильевич виçĕ кĕнеке - «Шăнкăрав курăкĕ», «Янкас йăмрисем» тата «Мерттес» - кăларма ĕлкĕрнĕ. 
Вениамин Васильевич куçару ĕçĕнчен те ютшăнман: ытти халăх произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Унсăр пуçне Сталин репрессийĕнче синкер курнă Нестер Янкас, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕпчевсем çырнă. 
Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем хывнă. «Пĕрремĕш вĕрентекен», «Пурччĕ юрату», «Уйăхлă каç», «Хĕл сивви» юрăсене халăх юратса юрлать. 
Шывпуç библиотекинче Вениамин Пехиле асăнса вулавсем иртрĕç. Библиотекарь вулакансене поэт пурнăçĕпе паллаштарчĕ, унăн сăввисемпе хывнă юрăсене итлеттерчĕ, юрлама юратакансем «Шăнкăрав курăкĕ» юрра хаваспах шăрантарчĕç.

Алманчинское сельское поселение Красноармейского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика