КЛИМОВСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ 

ИБРЕСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕпреҫ районĕнчи Туḉа ялĕн илемĕ Татьяна Яковлева "Раҫҫей чӑваш пики - 2019" конкурсӑн «Хÿхĕм пике» номинацин ҫĕнтерÿçи

08:31 09 декабря 2019 г.

Кӑҫал Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ "Раҫҫей чӑваш пики - 2019" илем конкурсӗ Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ конкурс чӑннипех те чӑваш халӑхӗ кӑмӑллакан мероприяти пулса тӑни залра халӑх тулли пулнинче те палӑрчӗ.

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗнӗлӗхсем те нумай кӗртнӗ. Ытти ҫулхипе танлаштарсан конкурс фойеренех пуҫланчӗ. Конкурс жюрисем хӗрсен пултарулӑхне хаклама фойере йӗркеленӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗнчен пуҫларӗҫ.

Мӗнле кӑна тутлӑ чӑваш апачӗ янтӑламан-ши пикесем. Ҫирӗм сӗтел йӑтӑнса кӑна тӑчӗ вӗт. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан хӗрсем жюри пайташӗсене хӑйсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен пуян чӑваш чӗлхипе каласа пачӗҫ.

Уяв малалла театрти концерт залне куҫрӗ. "Раҫҫей чӑваш пики" конкурса хутшӑнакан ҫирӗм пике акӑш пек ярӑнса сцена ҫине хӑпарчӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов илемлӗх ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине пӗлтерсе пурне те саламларӗ, хӗрсене вара ӑнӑҫу сунчӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫакнашкал конкурса йӗркелеме пултарнӑшӑн Николай Угаслова, конгресс хастарӗсене чунтан тав сӑмахӗ каларӗ кӑна мар, хӑй енчен уява хатӗрленӗ пирӗн тӑватӑ пайташа Тав хучӗсемпе парнесем пачӗ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Вячеслав Рафинов, Чӑваш Ен халӑхӗсен ассамблейин пуҫлӑхӗ Лев Кураков, культура Министерствин пай Пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов чӑваш хӗрӗсене мухтаса, сума суса ырӑ сӑмахсем каларӗҫ, хӑйсен пултаруллӑхне уявра туллин кӑтартма сунчӗҫ.

Пикесен илемлӗх ӑмӑртӑвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ. Чӑваш тумӗпе илемлӗн сцена тӑрӑх утасси, куракансене хӑйсемпе паллаштарасси, пултаруллӑха тата ӑс-тӑна тӗрӗслес конкурссем куракансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ. Жюрисем баллсене шутласан «Хÿхĕм  пике» ятне Йĕпреҫ районĕнчи Туḉа ялĕнче ḉуралса ÿснĕ Татьяна Яковлевӑна ҫитекен пулмарӗ. Татьяна Яковлева Чӑваш Патшалӑх университетĕнче медицина факультетĕнче иккĕмĕш курсра ӑс пухать. Ҫитĕнÿ тунӑ ятпа Татьянӑна чун чĕререн саламлатпӑр!

ЧНК пресс-служби.

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика