Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕрленĕ чухне - чунра лăпкă

15:17 18 ноября 2019 г.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан тĕрлеме юратнă. Мĕнле кăна тĕрĕсем çуралман-ши ăстасен аллинче?  Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Ене çĕр пин тĕрĕ тĕнчи тенĕ. Шел пулин те, паянхи кун тĕрĕ тĕрлесси анлах сарăлман. Апла пулин те, тĕрĕ ăстисем пирĕн хушăра пур-ха, вĕсен ĕçĕсемпе районта иртекен уявсенче, куравсенче киленме пулать.

Акă, ноябрĕн 14-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче савăнăçлă лару-тăрура Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Лариса Васильевăн тĕррисен куравĕ уçăлчĕ. Мероприятие музей ертÿçи Елена Полякова  уçрĕ, алĕç ăстипе паллаштарчĕ. Лариса Николаевна Хирти Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн сутуçăна вĕренсе тухса нумай çул хушши суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшнă. Халĕ вăл вунă çул ытла ĕнтĕ почтальонра тăрăшать, ялта хаçат-журнал валеçет.

Алĕç ăсти пушă вăхăта пĕрре те ахаль ирттермест. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ тĕрлеме вĕреннĕскер, çак ĕçре чун киленĕçĕ тупнă.

- Тĕрĕ тĕрлеме ларатăп та кăмăл лайăхланать, пурнăçри йывăрлăхсем çинчен манатăп, чунра лăпкă пулса каять. Тĕрленĕ чухне эпĕ чунпа канатăп. Тĕрлемесĕр пĕр кун та иртмест, - тет Лариса Николаевна.

Таврари илеме курса ăна тĕрĕ урлă кăтартса пама пĕлни _ хăйне евĕр ăсталăх. Пысăк калăпăшлă картинăсене тĕрлеме мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ тата! Çакна, паллах, кашниех пултараймасть. Лариса Васильева курава 22 ĕçне тăратнă. Вĕсенче таврари илеме, чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене тата ыттине те сăнланă. Унсăр пуçне килĕнче курава тăратман ĕçĕсем те нумай.

Лариса Николаевнăна курав йĕркеленĕ ятпа саламлама Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев,  Хирти Выçлинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем пуçтарăннă. Вĕсем те алĕç ăстине чылай ăшă сăмах каласа хавхалантарчĕç, тĕрĕсене пысăк хак пачĕç.

Курав пĕр уйăха тăсăлать, Лариса Васильеван тĕррисемпе кашниех музея пырса паллашма пултарать.

 

Альбусь-Сюрбеевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика