Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анне – пурнăç илемĕ!

16:21 16 ноября 2019 г.

       Анне! Çак ят чи çывăх,       

  Чи чаплă çĕр çинче!      

           Пурăнать вăл ĕмĕр сывă      

      Кашни çын чĕринче.         

Анне – пурнăç пуçамăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Вăлах – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. 

Шăпах çакăн пек пултаруллă та маттур аннесене хисеплесе Патăрьел районĕнчи Сител ялĕн клубĕнче „Чи лайăх анне 2019” шоу-конкурс иртрĕ. Çак çÿллĕ шайра пулнă,  Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленĕ мероприятине çывхарса килекен Аннесен кунĕ тата Раççейри театр çулталăкне халалланă.   Конкурса хутшăнма хапăл тунăскерсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ ăмăртура, чăннипех, пурте маттуртан та маттур пулнипе тĕлĕнтерчĕç. Çакна курма килнисем пĕр чарăнмасăр тăвăллăн алă çупни те тÿрреммĕнех палăртать .

Сителти аннесем кашнийĕшĕ  питĕ маттуррине кура сумлă тÿресене çĕнтерÿçĕсене палăртмашкăн питĕ хĕн пулчĕ. Самай вăхăт хушши сÿтсе явнă хыççăн пĕтĕмлетÿ çапларах турĕç. Вĕсен тата куракансен шухăшĕпе пĕр тан пулса пур аннене те тĕрлĕ номинаципе малти вырăна кăларчĕç.       

Çапла вара çак шоу-конкурсра тăватă анне тăватă çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Валентина Васильева -„Сăпайлă анне”, Раиса Матюшкина -„Хастар анне”, Зоя Соколова -„Пултаруллă анне” ятсене çĕнсе илчĕç. «Чи лайăх анне» хисепе вара Лидия Лисицына алран вĕçертмерĕ.       

 Куракансемпе конкурса хаваспах хутшăннă аннесене çывхарса килекен уяв ячĕпе Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров ăшă та чĕрене çывăх сăмахсемпе саламларĕ. Яланах çапла пултарулăх ани çинче ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туса пыма сунчĕ. Çавăн пекех жюри тивĕçĕсене пурнăçланă Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов тата Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова пурнете пĕр май çапла пĕрле савăнса пурăнма сунса конкурсанткасене сумлă парнесемпе чысларĕç.       

  Уявра аннесен конкурсĕсем хушшинче интереслĕ те савăк юрă-ташăсемпе пултаруллă шкул ачисем тата уйрăм çынсем савăнтарчĕç. Куракансене ăшă туйăм парнелерĕç.      

  Çак кунах залра „Ăста алăсем” курав ĕçлерĕ. Кунта ал-ĕç ăстисен кружокне çÿрекенсен хăйсем тунă тĕрлĕ туприне курма май пулчĕ. Уйрăмах Нина Соколовăн куç илейми илемĕсем çакăнта палăрса тăчĕç.

 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика