Калининский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăвар чĕреллĕ поэт

15:14 14 ноября 2019 г.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ  Çеςпĕл Мишши  ςуралнăранпа 120 ςул ςитет. Çак куна паллă тума Нурăс салинчи шкул-интернатри 9-мĕш классем тăрăшса хатĕрленчĕς. Ялти библиотекарь  Любовь Михайловна Анисимова тата шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ Галина Николаевна Кадыкова «Кăвар чĕреллĕ поэт» ятлă темăпа литература каςĕ йĕркелерĕς . Ку мероприятин тĕп тĕллевĕ: ачасене поэт биграфийĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарасси ,унăн сăввисен илемлĕхне,сулмаклăхне кăтартасси, вĕсене илемлĕ тата туйăмпа вулама вĕрентесси.Литература каςне йĕркелекенсем ачасене поэт тĕрлĕ вăхăтра ςырнă сăввисене вулаттарчĕς, унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕς, презентации пăхрĕς. Çамрăксене уйрăмах поэтăн юратăвĕ кăсăклантарчĕ, тĕрлĕ ыйтусем ςуратрĕ.

Чăваш чĕлхи – илемлĕ те ςепĕς чĕлхе, вăл атте-анне чĕлхи. Унпа калаςма вăтанмалла мар, ăна аталантармалла, юратмалла, хÿтĕлемелле. Çавăн пек пĕтĕмлетÿ турĕς уява хутшăннисем.

 

Калининский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429212 Чувашская Республика, Вурнарский район, с.Калинино, ул.Ленина, д.12
Телефон: 8(83537) 60-3-71
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика