Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялти хĕрарăм – чыс та мухтав сана!

10:20 13 ноября 2019 г.

  Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра час-часах тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ. Вĕсене уйрăм уявсемпе е паллă пулăмсемпе çыхăнтарасси йăлана кĕнĕ. Акă нумаях пулмасть ялта пурăнакан хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе «Ялти хĕрарăм – чыс та мухтав сана!» сăн ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕччĕ. Унта районти пултаруллă та маттур нумай ачаллă аннесем хаваспах самайăн хутшăнма хапăл турĕç.        

  Сителти вулавăш ӗçченӗ кун йышши ăмăртусене час-часах хăйĕн ĕçĕсене ярса пама тăрăшать. Нумайăшĕсенче вăл малти вырăнсене йышăнать. Хальхи конкурсра та унăн сăн ÿкерчĕкĕсем айккинче тăрса юлмарĕç. Тÿресем тата контактра интернет сайтри тĕп библиотекăн ушкăнĕнчи хутшăнакансем вĕсене пысăк хак пачĕç. Çапла вара Оксана Хомуткина хăйĕн конкурсанткисемпе: Марина Выросовапа («Пысăк çемьен савăнăçлă кунĕсем» номинаци) тата Нина Соколовапа (Чи пултаруллă нумай ачаллă анне» номинаци)– икĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.    

   Вĕсем тăратнă ĕçсем чăннипех интереслĕ те тарăн шухăшлă. Авторсем хăйсен идеипе пĕр сăн ÿкерчĕк тăрăх çак хĕрарăмсен пурнăçне анлăн сăнласа пама пултарнă. Чи кирлине, куракан патне çитермеллине, ăнланмалла кăтартса панă.    

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика