Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вырăнти пуçару меслечĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан ĕçсене вĕçленĕ

09:41 12 ноября 2019 г.

 

Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин территорийĕнче общество инфратытăмне вырăнти пуçарăва тĕпе хурса аталантармалли проектсене пурнăçласси» указĕпе килĕшÿллĕн Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхĕнче кăçалхи çул 5 проекта  ĕçе кĕртнĕ.

Çитес çул Совет халăхĕ Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май вăрçа хутшăннă паттăрсене асăнса лартнă палăксене тĕпрен юсанă. Йӑнтӑрчӑри палăка çĕнĕ  вырăна куçарнă.

Асăннă проектпа килĕшÿллĕн Тенеялĕнчи ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли башньӑна улӑштарнӑ. ООО «ПМК «Водоснабжени» ĕçсене вӑхӑтра пурнӑçланӑ, çĕнĕ башня ял халӑхне те «Новый путь» хуçалӑха та шывпа туллин тивĕçтерет. Проекта ĕçе кĕртме 1 млн. 66 пин тенкĕ тӑкакланӑ.

Комуналлă хытă каяшсене пухас, тирпейлес  ыйтусем те айккинче юлман. Каяшсене пухмалли контейнерсем лартмалли 27 лапам хатĕрленĕ,  54 контейнер вырнатарнă.Малашне çуп-çап унта-кунта сапаланса выртмĕ, ял халӑхĕ хытӑ каяша хупӑллӑ контейнерсене пӑрахĕ.

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика