Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сителсем черетлĕ субботник ирттерчĕç

18:11 07 ноября 2019 г.

   Ялти тасалăхпа хăтлăх унта пурăнакансенчен чылай килет. Анчах кирек епле ытти ĕçе те пĕччен-иккĕн пурнăçлама май çук. Кунта ялта пурăнакан кашнийĕшĕ хастар хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.       

  Тирпей-илем кĕртессипе Сителте час-часах субботниксем йĕркелеççĕ. Çак ĕç вырăнти депутатсем Юрий Степановпа Николай Вазенков тата ял старости Марина Выросова пуçарнипе пурнăçланса пыраççĕ.       

  Вĕсем тăрăшнипе паян та маттур ял йышăмăр хамăр территорине тирпейлесе илем кĕртме пуçтарăнчĕç. Ĕçрен хăраман маттурсем ял варринчи икĕ лавка хушшинче вырнаçнă лапама çĕнĕ сăн парнелерĕç. Унта вĕсем ăшăхнă кÿлле чавса анлăлатса тарăнлатрĕç. Çак ĕçсене ытларах Владимир Выросов хăйĕн хăватлă техникипе пурнăçларĕ. Ытти хастарсем те ахаль тăмарĕç: çыран хĕрринчи асар-писер ÿсекен йывăçсене, йывăç тĕммисене касса тирпейлерĕç.

   Çавăн пекех ку лапамра выртакан тĕрлĕ савăт-сапана, çÿп-çаппа михĕсене тултарса контейнерсене пушатрĕç.          

  Субботникра çак территори илемлĕ те илĕртÿллĕ кану вырăнĕ пултăр тесе ĕçлекенсем питĕ тăрăшрĕç, пĕр тасатса тирпейлемен вырăн хăвармарĕç. Çапла килес кунсенче пуçаруллă ентешĕмĕрсен ку лапама хитре кану паркĕ тăвас шухăшсем амаланнă. Çавăнпа та ку ĕçре кирек камăн сĕнĕвĕпе пулăшăвĕ те ытлашши пулмĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика