Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш-Сурăм культурă çурчĕнче «Кӗрхи бал» уявӗ иртрӗ

08:26 21 октября 2019 г.

Ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑчӗ илемлӗ. Кӗркунне хӗвел ҫу кунӗсенчи пек хытӑ хӗртмест, ҫумӑр ҫӑвать пулин те тавралӑх ылтӑн айне путнӑ тейӗн. Унта та кунта  хӗрлӗ, хӑмӑр, сарӑ ҫулҫӑсен айӗнче ларакан йывӑҫсем хӑйсен илемӗпе савӑнтараҫҫӗ. Юпа уйӑхĕн 19-мӗшӗнче Чăваш-Сурăм культурă çурчĕнче  «Кӗрхи бал» уявӗ иртрӗ.

Кĕрхи уява хутшăнакансем конкурссене тӑрӑшса хатӗрленсе хӑйсене хастар кӑтартрĕç. Вӗсем  кӗр ҫинчен сӑвӑсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем вӗреннӗ, хӑйсен ӑсталӑхне палăртрĕç.  Кĕрхи уяв савăнăçлă иртрĕ. Унта çамрăксемпе пĕрле вăйпитти çынсем те хутшăнчĕç. Ташă каçĕнче тĕрлĕ çулсенчи юрă-кĕвĕ шăранчĕ.

Уяв вӗҫӗнче пурте пылак парнесене тивӗҫрӗç.

 

 

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика