Кшаушское сельское поселение Чебоксарского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Кăшавăшри культура керменӗнче хӑнара

16:06 14 октября 2019 г.

Ӳнер тĕнчи этеме авалтанпах хăй асамлăхĕпе илĕртет. Ку тĕнчере çут çанталăкри нимĕнпе те палăрса тăман пулăмсемех илем чатăрне карса пурнăçа мăнаçлантарса, малалла пурăнма çунат парнелесе вăйсăррине те хăват хушаççĕ, мĕскĕн, чухăн çынна та паттăра çавăраççĕ.

Театр тесен чăваш çынни тӳрех чунпа çĕкленсе хăпартланать. Шăп та лăп кунта курать те ĕнтĕ вăл хăй килĕштернĕ сăнарсене - Айтара, Сетнерпе Нарспине,Салампие тата ытти нумай юратнă сăнсене… Кăçалхи 2019-мĕш çула Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн Театр çулталăкĕ тесе палăртма йышăннă. Çакна тĕпе хурса Кăшавăшри культура ĕçченĕсем кăçал сценкăсемпе интермедисем чылай вылярĕç, ял-ялĕпе концертсемпе тухсан çĕр-çĕр куракана пурнăçри кулăшла самантсене выляса парса хавас кăмăл парнелерĕç.

Ял поселенийĕн администрацийĕпе «Приволжское»АО дирекцийĕ вырăнти халăха савăнтарма май тупни çак çул уйрăмах курăмлă: Сергей Мульдияровпа Константин Григорьев укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене саплаштарса халăха валли тӳлевсĕр майпа октябрĕн 11-мĕшĕнче Кăшавăшри культура керменне К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене илсе килчĕç. Республикăри хăнасем В. Пектеев лартнă «Килех килчĕ Тур çырни» икĕ пайлă комедипе çитрĕç. Паянхи пурнăçра вăй илсе ĕлкĕрнĕ интернет пулăшăвĕпе, çывăх хусах-туссем тăрăшнипе юратнă мăшăр тупма та, çука юлма та нимĕн те мар иккен. Мораль, çынсем хушшинчи туслăх, юрату темисене хускатакан мыскарана лăк-тулли зал чун-чĕререн йышăнчĕ, спектакль вĕçленсен те артистсене чылайччен тăвăллăн алă çупса тав турĕ. «Çапла вăл, Тур çырни чăнах та килех килет»,-ăшшăн кулса, комедие сӳтсе явса килĕсене саланчĕç кăшавăшсем.

комедия «Килех килчĕ Тур çырни»

Кшаушское сельское поселение Чебоксарского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
д. Курмыши, ул.9-й Пятилетки, д.11
Телефон: 8(83540) 25-9-34
Факс: 8(83540)25-9-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика