Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шураппасем хӑйсен сезонне уçрĕç

10:58 14 октября 2019 г.

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ хӑйĕн 7-мĕш сезонне уçрĕ. Вĕсем яланхи пекех репетицине эрнере икĕ хутччен кӑнтӑрла туса ирттереççĕ. Вĕсен репертуарĕ анлӑ та интереслĕ. Ēлĕкхи чӑваш халӑх юррисемсĕр пуçне, хальхи композиторсен юррисене те юрласа чунĕсене уçаççĕ шураппасем. Концерт программине тĕрлĕрен шÿтсемпе, сӑвӑсемпе пуянлатаççĕ. Çавӑн пекех чӑваш ташшисем те вĕсен репертуарне илем кÿреççĕ. Хӑйĕн чун туртӑмĕпе, Шураппасене юратнипе çак ушкӑна Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова баянпа выляса хавхалантарса пырать. Концерт программине вара Чӑваш Рекспубликин тава тивĕçлĕ учителĕ Софья Ершова ертсе пырать. Çавӑн пекех çак ушкӑна Галина Шалтынова, Валентина Волкова, Людмила Крылова, Павлина Никифорова, Елена Иванова, Вера Беспалова тата Феня Мочалова тӑрӑшсах çÿреççĕ. Çак ушкӑнра чи асли Вера Беспалова. Кĕçех вӑл хӑйĕн сумлӑ 80 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет.

Апла пулсан çак пултаруллӑ ушкӑна çĕнĕ сезонта çĕнĕ çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма телей те ӑнӑçу сунатпӑр!

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика