Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ялан асăмра пирĕн Алентей» литература сехечĕ

15:26 12 октября 2019 г.

 Вăрмар районĕнче çуралса ӳснĕ çыравçăсемпе сăвăçсем чылай. Вĕсенчен пĕри – чăваш çыравçи Василий Алентей. Вăл 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралса ӳснĕ. 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Хаяр вăрçă пуçлансан Ленинград фронтне лекнĕ. Паттăрлăхшăн ăна Тăван çĕр шыв вăрçин 1-мĕшпе 2-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. Йывăр аманнă хыççăн вăл пĕр урине çухатнă. 1943 çулта вăл тăван ен таврăннă. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, район хаҫӑчӗн, Чӑваш кӗнеке издательствин тата «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Унăн пĕрремĕш кĕнеки 1953-мĕш çулта пичетленсе тухнă. Вăл пурĕ пĕрле 30 кĕнеке авторĕ. Унăн хайлавĕсем пире пурнăçа юратма вĕрентеççĕ. Василий Алентей 1989 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: «Пирӗн кил», «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт», «Юратрӑм эп, хирсем, сире», «Курӑксене тайса ҫил вӗрет» тата ыттисем.

Кăçал Халӑх туслӑхӗн орденне тивӗҫнӗ Василий Алентей ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Çавна май республикăра тата районта В.Алентей ячĕпе тĕрлĕ мерорияти туса ирттерме палартнă.

 Юпа уйăхĕн 11 -мĕшĕнче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕпе Мăнçырма ял библиотекин ĕçченĕ  «Ялан асăмра пирĕн Алентей» литература сехечĕ ирттерчĕç. Чăваш çыравçи пирки туллинрех Ильина Н.О. библиотекарь паллаштарчĕ. Ачасем валли «Манăçми Василий  Алентей» кĕнекисен куравне йĕркеленĕ.

 Районта халĕ «Василий Алентее вулатпăр» ятлă вулакансен конкурсĕ иртет. Ку конкурса шкулта вĕренекенсенчен те хутшăнас текенсем пулчĕç. Вĕсенчен пĕри 7-мĕш класра вĕренекен Николаева Анита.Вăл Василий Алентейен «Вара, вара…» сăввине  вуларĕ.Видео ӳкертĕмĕр, конкурс йĕркелӳçисем патне ярса патăмăр. Анитăна конкурсра ăнăçу сунатпăр. 

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика