Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юхрĕ юрă шăранса!

14:40 12 октября 2019 г.

   Юрă чуна уçать, чĕрене лăплантарать. Ахальтен мар пирĕн асатте-асаннесем кашни ĕçе тытăнсассăн юрă шăрантарнă. Музыка енне туртăнас туйăм хальхи чăвашсенче те пур. Пур çеç мар, вăл çăл куç евĕр тапса тăрать. Çакна Пăлапуç–Пашьел культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕ Сител клубĕнче лартнă концертра курса тĕлĕнтĕмĕр.    

   Кунта кÿршĕ ялтан килнĕ «Пашьел» халăх фольклор ансамблĕ тата уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Зот Степанов купăсçăпа культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова ертсе пыракан ушкăн авалхи юрăсене çĕнĕрен чĕртсе тăратса куракансене хăйсен çепĕç те илĕртÿллĕ сассисемпе тыткăнларĕç. Вĕсем шăрантарнă вырăс, чăваш халăх тата эстрада хайлавĕсене сителсем питĕ кăмăлларĕç. Пурте пĕлекеннисене залрисем пĕрле юрласа чунĕсене лăплантарчĕç.     

  Пăлапуç-Пашьелсене ял халăхне савăнтарнăшăн, илĕртÿллĕ юррисемпе чунĕсене тыткăнланăшăн культорганизатор Ирина Лякова тав турĕ, вĕсен аталану çулĕ ÿснĕçем ÿссе пыма сунчĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика