Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тыл ĕçченĕ сумлă юбилей ячĕпе Раççей Президенчĕн саламне йышăнчĕ

08:52 08 октября 2019 г.

Ветерансене, тыл ĕçченĕсене сумлă юбилейпа саламласси традицине кĕчĕ. Паянхи кун Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан Анна Игнатьевна Воробьева 95 çул тултарчĕ.   Çуралнă кун, юбилей ячĕпе Анна Игнатьевнăна  Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Уськина тата  культура ĕçченĕ Софья  Иванова саламларĕç. Раççей Президенчĕн саламĕпе пĕрле парне пачĕç. Çирĕп сывлăх, ачасемпе мăнукĕсемпе савăнса, вĕсен пулăшăвне курса 100 çула çитме сунчĕç.

Анна Игнатьевна хăйĕн пурнăçне  ял хуçалăхне  халалланă, хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Мăшăрĕпе – Аркадий Данилович Воробьевпа вунă ача çуратса ÿстернĕ. Паянхи кун хисеплĕ ватă ывăлĕн тимлĕхне, юратăвне туйса пурăнать.

Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика