Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Укăлча» фольклор ушкăнĕ хăнара пулчĕ.

14:21 08 октября 2019 г.

Кĕрхи ĕçсене пуçтарса кĕртсен мĕн ĕлĕкренпех чăвашсем пĕр-пĕрне тав туса савăнма пĕлнĕ. Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пучинкери культура çуртне, кĕрхи ĕçсене пуçтарса пушаннă хыççăн, ял-йыш васкасах утрĕ. Чăн та, унта утма вĕсен сăлтавĕ пулчĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи Нагаткиноран килнĕ «Укăлча» фольклор ушкăнĕ, Елена Ленькина ертсе пынипе, пухăннă халăха савăнтарма концерт лартса пачĕç. «Укăлча» фольклор ушкăнне йĕркелесе яни нумаях мар пулин те (3 çул), мĕн тĕрлĕ юрă-ташă шăрантармарĕç пулĕ артистсем. Чăннипех те савăнăçлă пулчĕ çак каç. Куракансем алă çупса тата та вăйлăрах хавхалантарчĕç пултаруллă артистсене.Тараватлă Пучинке халăхĕ тав сăмахĕ каласа, ăшă апат-çимĕç çитерсе, инçе çула кайма такăр çул сунчĕç аякран килнĕ хăнасене. Пучинке ялĕнче пурăнакансемпе Чĕмпĕр тăрăхĕ хушшинчи туслă çыхăну малашне те çирĕпленсе пырасса шанасчĕ.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика