Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юбилей ячĕпе ӑшшӑн саламларĕç

14:25 05 октября 2019 г.

Москакасси ялĕнче пурӑнакан Зинаида Яковлевна Столярова çак кунсенче хӑйĕн сумлӑ 85 çулхи юбилейне паллӑ турĕ. Ăна саламлама Москакасси ветерансен канашĕн ертÿçи В.И.Беспаловапа хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи Г.Г.Голубева çитсе килчĕç. Хӑтлӑ та тирпелĕ çуртра пурӑнать çак сумлӑ юбиляр Ольга Яковлевна йӑмӑкĕпе.

Зинаида Яковлевна 14 çултан пуçласа ĕç стажĕ «Красный         богатырь», «Ленинский путь» колхозсенче кайран «Передовик» ял-хуçалӑхĕнче иртнĕ. Малтанах вӑл колхоз уй-хирĕнче вӑй хунӑ. 1958-1996 çулсенче ларма-тӑма пĕлмесĕр ĕне ферминче дояркӑра тата осеменатор пулса ĕçленĕ. Çак çӑмӑлах мар ĕçре пĕтĕм вӑй-халне парса тӑрӑшнӑ. Фермӑра унӑн ĕнисем ялкӑшса кӑна тӑнӑ. Ēçчен доярка ĕнисене тасатсах тӑнӑ. Çавӑнпах пулĕ унӑн сĕт пахалӑхĕ те, сӑвӑмĕ те çÿллĕ шайра пулнӑ. Ēçне кура хисепĕ тенĕ яланах. Вӑл тӑрӑшса ĕçленине пысӑк хак парса ӑна Муркаш район администрацийĕнчен, Республика тата Раççей шайĕнчен сахал мар тав çырӑвĕсемпе парнесем парса хавхалантарнӑ. Чи хаклӑ парне вара IIтата IIIстепенлĕ «Орден трудовой славы» орденсем пулнӑ. Шел пулин те Çĕршывра тĕрлĕ улшӑнусем пулнӑ пирки I степенлĕ ордена илме май килместь. Çак ордена илнĕ пулсан, «Социализмла ĕç герой» ятне илме тивĕçетччĕ маттур та пултаруллӑ хĕр. Кусем те уншӑн пысӑк парне пулнӑ. Ēçленĕ вӑхӑтра вӑл Коммунистсен партийĕнче тӑнӑ, çавӑн пекех темиçе созывра район депутачĕ те пулса ĕçленĕ. Çак маттур та пултаруллӑ хĕрĕн ĕçрен киле кайма та вӑхӑт пулман, общежитинчех пурӑннӑ. Апат – çимĕçне килтен йӑмӑкĕсем пырса çитернĕ. Вӑл пĕтĕм вӑхӑтне ĕçре туптанӑ, совхоза çĕклес тесе вӑй-халне шеллемесĕр тӑрӑшнӑ пултаруллӑ ĕçчен.

Çак йывӑрлӑхсене пулах ĕнтĕ паянхи кун вӑл ура çинче питех утса каяймасть, ытларах вырӑн çинче ларса пурӑнать. Хӑнасене вӑл савӑнсах кĕтсе илчĕ. Вера Бесппаловапа Галина Голубева сумлӑ юбиляра ӑшшӑн саламларĕç. Малашне çирĕп сывлӑхпа пурӑнма телей сунса тутӑрсем çыхса ячĕç, чечек çыххипе тав çырӑвĕ тыттарчĕç, асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕкĕ çаптарчĕç. Çуралнӑ кун ячĕпе пĕр çаврӑм юрӑ та шӑрантарчĕç. Зинаида Яковлеван йӑмӑкĕ Ольга Яковлевна вĕсене сĕтел хушшине лартса, тортпа вĕри чейпе хӑналарĕ. Хӑнасене пысӑк тав сӑмахĕ каласа ӑсатрĕç аппӑшĕпе йӑмӑкĕ.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика