Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв пурне те килӗшрӗ.

14:36 03 октября 2019 г.

 

Ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑчӗ хӑйне майлӑ илемлӗ. Уйрӑмах  тулӑх кӗр пире хӑйӗн илемӗпе савӑнтарать.йывӑҫсем пире хӑйсен капӑр ҫулҫисемпе тыткӑнлаҫҫӗ, майӗпен ҫӗре ӱксе чаплӑ кавир сараҫҫӗ. Ҫӑк вӑхӑтра вара Аслӑ ӑрури ҫынсен уявне ирттереҫҫӗ. Ҫак уява пирӗн ялта та, Ҫӗньял Пукашра, ял старости Петр Михайловичпа унӑн мӑшӑрӗ Людмила Николаевна пуҫарнипе иртрӗ. 

Палӑртнӑ кун ирпе ирех «Ешӗллӗх» урамра юрӑ-кӗвӗ шӑранчӗ. Ҫӑнталӑкӗ те пире савӑнтарчӗ, тӱпери хӗвелӗ те ӑшшӑн пӑхрӗ, пирӗнпе савӑнчӗ, ватӑ ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Эпӗ иртерех  ҫитрӗм. Людмила Николаевӑпа Светлана Ивановна Карпова хыпалансах уява ирттерме урама илемлетеҫҫӗ( мӗншӗн тесен пирӗн уяв ирттерме клуб таврашӗ ҫук, ирӗксӗрех урамра ирттермелле): чечексемпе сӑн ӱкрчӗксем, шарсемпе тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем, сӗтелӗ-пуканӗ.  Йӗри-тавра кунта капӑрлӑх хуҫаланать. Чӑннипех те питӗ кӑмӑллӑ ҫакӑн пек вырӑнта уяв ирттерме. Ял ҫыннисем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗрлӗ кучченеҫсемпе килме пуҫларӗҫ. Уяв кӗреки тӑп-тулли: пан улми,груши, винограчӗ, тӗрлӗ салатсем, мӗн тӗрлӗ кукӑль ҫук-ши кунта. Мария Яковлевна вара  кӑвакал кукӑлӗпе хӑналарӗ.

Часах Хуракасси ял вулавӑшӗ ҫумӗнчи, Инга Стрелкова ертсе пыракан «Сентреш» ушкӑн та килсе ҫитрӗ. Ял  старости Тепеев П.М. уява уҫрӗ. Вӑл пухӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламларӗ, ватӑсене тав сӑмахӗ каларӗ. Светлана Ивановна ку уява хӑҫан уявлама пуҫланине, ялти чи ватӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн концерт пуҫланчӗ. Артистсем янӑравлӑ сассисемпе, юрри-ташшисемпе халӑха савӑнтарчӗҫ. Вӗсен  пултарулӑхӗ пурне те килӗшрӗ. Юлашкичен ялти ватӑсене такмаксем каласа ташлаттарчӗҫ, пӗрле сӗтел хушшине ларса ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ, савӑнчӗҫ. Людмила Николаевна артистсене пӗчӗк парне парса тав турӗ. Уяв пурне те килӗшрӗ. Ман шутпа, чи пахи вара, пӗр-пӗринпе тӗл пулса кӑмӑл туличчен курса калаҫни, савӑнни. 

 Ватӑсам майӗпен уява йӗркелекенсене тав сӑмахӗсем каласа туллии кӑмӑлпа килелле саланчӗҫ, анчах та юрӑ-кӗвӗ мӗн каҫченех янӑраса тӑчӗ. Ял халӑхӑ питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. 

 

Васильева З.И.

(Ҫеньял Пукаш ялӗ)

 

Эльбарусовский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика