Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ахмане халӑхĕ савӑнчĕ

12:22 26 сентября 2019 г.

Ахмане салинче пурӑнакан халӑхĕшӑн сентябрĕн 25-мĕшĕ çав тери паллӑ та савӑнӑçлӑ кун пулчĕ. Вĕсен ялĕнче ял халӑхĕ тата машинӑсем малашне такӑр çулпа çÿрĕç. Çак такӑр çула тума ял старости Петр Волковпа ял депутачĕ Эдуард Воробьев ертсе пынипе тата ял халӑхĕ тӑрӑшнипе кĕске вӑхӑтрах ял хушшинче 4 урамра çул сарма пултарчĕç. Кунта пурӑнакапнсем укçа-тенкĕ пуçтарса пама пултарнипе, ял тӑрӑхĕ тӑрӑшнипе тата район администрацийĕ пулӑшнипе çула питех те хӑвӑрт туса пĕтерчĕç. Ку Ахмане салинче пурӑнакансемшĕн çав тери пысӑк парнех пулчĕ. Çула уçма пĕтĕм ял халӑхĕ пуçтарӑнчĕ. Район администрацийĕн пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев тата ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов çак пысӑк уяв ячĕпе ял халӑхне чунтан саламласа уйрӑм çынсене тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç. Ял халӑхĕ пысӑк савӑнӑçлӑ уявпа шÿрпе тата тутлӑ кукӑль-çӑмах пĕçĕрсе тухнӑ. Хĕрлĕ хӑйӑва каснӑ хыççӑн пур ял-йыш кĕреке хушшине ларса вĕри шÿрпе тата тутлӑ апат-çимĕçе астиврĕ. Вĕсен кӑмӑлĕсене çĕклеме Москакасси культура Çуртĕнчи артистсем илемлĕ юрӑсем шӑрантарса тӑчĕç. Сергей Николаев юрӑçа çав тери ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнчĕç, вӑл юрланипе юрларĕç те ташларĕç. Чылай вӑхӑт савӑнтарчĕç артистсем Ахмане халӑхне. Питех те кӑмӑллӑ ирттерчĕ уява ял халӑхĕ.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика