Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юбиляр кĕрекинче

15:21 19 сентября 2019 г.

     Этем çут тĕнчене килсен пурнӑç урапи çав тери хӑвӑрт кӑлтӑртатса иртнине сиссе те юлмасть. Ача чухне кӑна çулсем çав тери вӑрах шунӑ пек туйӑнать. Çитĕнсе çитсен вара, çулсем мĕнле хӑвӑрт иртнине те сиссе юлаймастӑн. Нина та халь кӑна ачаччĕ, паянхи кун вара, 70 çул тултарчĕ. Москакасси ялĕнче мӑшӑрĕпе Николайпа пурӑнма пуçланӑранпа 44 çул çитнине те сиссе юлаймарĕ. Ывӑлпа ике хĕр çитĕнтерсе пурнӑç çулĕ çине кӑларса, мӑшӑрлантарсан мӑнуксемпе те пуянланчĕ.

    Ēçрен хӑраман вӑр-вар хĕрарӑм чылай çул хушши асфальт çул тунӑ çĕрте вӑй хунӑ. Мĕн чул сывлӑх пĕтермен пулĕ вĕри асфальт çинче. Çавӑнпах пулĕ, паянхи кун  сывлӑхĕ те хавшакланна унӑн. Этеме пурнӑçра ытларах мĕн кирлĕ: алӑ-ура ĕçлени, куç курни тата сывлӑх пулни. Шупашкарта куçне сиплес тесе, икĕ хутччен те операци тутарнӑ. Малтанах аванах курнӑ - ха куçĕсем. Анчах та çулсем кайнӑ çемĕн икĕ куçĕ те майĕпен курма пӑрахнӑ. Кӑçал вара пачах та кураймасть Нина аппа.

    Эпир, культура ĕçченĕсем, Нина Ивановнана юбилей ячĕпе саламлама илемлĕ чӑваш юррине шӑрантарса кĕрсен, макӑрмаллипех макӑрса ячĕ. Хӑйне çакӑн пек хисеп тӑвасса пачах та шутламан вӑл. Хĕрарӑмсен канашĕ ячĕпе ӑна саламлӑ çыру, чечек çыххи тата асӑнмалӑх парне тыттарсан, татах хумханса йĕчĕ Нина аппа. Юрӑ хыççӑн юрӑ парнелерĕмĕр юбиляра, такмаксем те шӑрантартӑмӑр. Эпир юрланӑ хушӑра юратнӑ хĕрĕ Татьяна сĕтел çине тутлӑ апат-çимĕç лартма та ĕлкĕрнĕ. Пире хаклӑ хӑнасене хӑналанӑ пекех хӑналаса ячĕç Петровсем.

     Шӑкӑл-шӑкӑл калаçса, иртнисене аса илсе лартӑмӑр сĕтел хушшинче. Юлашкинчен асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕкĕсем те çаптартӑмӑр.

     Пире чĕререн тухакан тав сӑмахĕсем каласа ӑсатрĕ Нина Ивановна. Эпир те ӑна тепĕр хутччен сывлӑх тата телей сунса уйрӑлтӑмӑр.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика