Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ылтӑн туйпа саламларĕç

13:38 27 августа 2019 г.

Москакасси ял тӑрӑхнчи Ситуккасси ялĕнче пурӑнакан Раиса Георгиевнӑпа Виталий Михайлович 1969-мĕш çулхи августӑн 26-мĕшĕнче мӑшӑрланса пĕр телейлĕ çемье пулса тӑраççĕ. Вĕсен мӑшӑрланнӑранпа вара шӑп 50 çул çитрĕ. Вĕсем хӑйсен ылтӑн туйне малтанах, августӑн 8-мĕшĕнче, чаплӑн туса ирттернĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çырӑничченех çак кун туй туса ирттернĕ. Çавӑнпа та вĕсем кашни çулах хӑйсем мӑшӑрланнине август пуçламӑшĕнче туса ирттереççĕ. Кӑçал вара ылтӑн туйа туй халӑхĕпех туса ирттернĕ. Çак йӑла-йĕркене туса ирттерме Надежда Кондукторовапа Мулкачӑри культура Çурчĕ çумĕнчи артистсем пулӑшнӑ. Тĕлĕнмелле чаплӑ туй пулса иртнĕ Ситукасси ялĕнче. Ку вара телейлĕ мӑшӑршӑн тĕлĕнмелле пысӑк кĕтменлĕх пулнӑ.

Çак мӑшӑр пирки вара ыррине кӑна калама пулать. Вĕсем ял тӑрӑхче чи ĕçчен те пултаруллӑ çемье.Вĕсен ĕç стажĕ те 40 çул урлӑ каçнӑ. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Раиса Георгиевна Ахманери фельдшерпа акушер пункчĕнче 40 çул ытла вӑй хурса ĕçленĕ. Хӑй ĕçленĕ вӑхӑтра мĕн чухлĕ ача пурнӑçне çӑлса хӑварман пулĕ, Ахман тӑрӑхĕнче пурӑнакансене те яланах пĕрремĕш пулӑшу парса тӑнӑ. Кирлĕ пулсан район пульницине те сипленме сахал мар ӑсатнӑ. Ахальтен мар пулĕ унӑн ĕçне район, республика тата Раççей шайĕнче пысӑк хак парса тава тивĕçлĕ пысӑк ята тивĕçнĕ пултаруллӑ ĕçчен. Виталий Михайлович та хӑй вӑхӑтĕнче «Передовик» ял хуçалӑхĕнче трактористра та, ертÿçĕре те, профсоюзра та сахал мар вӑй хурса хӑйĕн çинчен ырӑ йĕр хӑварнӑ. Ăна та тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн сахал мар тав çырӑвĕсемпе тата преми парса хавхалантарнӑ. Паянхи кун та вĕсене яланах ырӑ ятпа асӑнаççĕ кунта пурӑнакансем.

Августӑн 26-мĕшĕнче Раисӑпа Виталий Яндушкинсене саламлама Муркаш районĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.Л.Ивановапа Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи Г.Г.Голубева çитсе килчĕç.

Елена Иванова Муркаш район администрацийĕ ячĕпе телейлĕ мӑшӑра ылтӑн туй ячĕпе ӑшӑ сӑмахсем каласа саламларĕ. Яланхи йӑлапа çак мӑшӑра ятарлӑ кĕнеке çине хӑйсем мӑшӑрланни çинчен тепĕр хут алӑ пусса çирĕплетме ыйтрĕ. Питех те хумханса та савӑнса тепĕр хутччен алӑ пусса çирĕплетрĕç хӑйсем мӑшӑрланнӑранпа 50 çул çитнине. Яланхи пекех çак мӑшӑра «Йÿçĕ!»,- тесе кӑшкӑрчĕç хӑнана пухӑннисем. Çамрӑклӑха аса илсе Виталий Раисӑна пит çӑмартинчен çепĕççĕн чуп туса илчĕ. Е.Иванова вĕсене мӑшӑрланнӑ ятпа тепĕр хутччен саламласа тав çырӑвĕпе чечек çыххи тыттарчĕ. Çавӑн пекех Галина Голубева та вĕсене Ылтӑн туй ячĕпе чунтан саламларĕ. Малашне те килĕштерсе пурӑнма телей те сывлӑх сунса саламлӑ çырупа пĕрле парне парса чыс турĕ. Туй тени вара туй юррисĕр пĕрре те иртмест. Надежда Кондукторова пулӑшнипе пурте туй юррине шӑрантарса саламларĕç çак тĕлĕнмелле ырӑ кӑмӑллӑ мӑшӑра. Ун хыççӑн мӑшӑра такмаксем каласа ташлама йыхравларĕç. Çамрӑклӑха аса илсе 70 урлӑ каçнӑ асаттепе асанне пĕр çаврӑм ташласа та илчĕç. Хумханмаллипех хумханчĕç хӑйсене çакӑн пек пысӑк чыс тунишĕн Яндушкинсем. Хӑнасене пысӑк тав сӑмахĕсем каларĕç каяс умĕн, асӑнмалӑх парнесем те парса ячĕç вĕсене.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика