Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПАЛĂК ТА УÇНĂ, ЯЛ УЯВНЕ ТЕ ИРТТЕРНĔ

09:30 23 июля 2019 г.

 

Канмалли кун ялта пурнăçламалли ĕçсем сахалах мар-ха. Апла пулин те иртнĕ вырсарникун Мăн Вылăра тата çывăхри ялсенче пурăнакансем 10 сехет валли 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ентешсене асăнса йĕркеленĕ парка васкарĕç. Ыт ахалтен мар паллах.

Мăн асаттесемпе ват кукаçисем сыхласа хăварнă ирĕклĕхшĕн вĕсен кĕçĕн мăнукĕсен Афган тата Чечен вăрçисенче те çапăçма тÿр килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вăл тапхăрта тин çеç шкул пĕтернĕ çамрăк салтаксем нимĕн çинчен шутламасăр хĕрÿ çапăçусене кĕнĕ. Паллах, ку чухне çухатусемсĕр те пулман.

Афган вăрçине хутшăнса интернационалла тивĕçе пурнăçланă, тĕрлĕ çулсенче «вĕри точкăсенчи» çапăçусенче пулнă, Çурçĕр Кавказра контртеррорла операцисене хутшăннă, мирлĕ пурнăçра та çĕршыв чиккине тата çар конфликчĕсенче унăн интересĕсене хÿтĕлекенсене хисеп туса çитĕнекен ăрăва унта хутшăннисене асра тытма палăк çĕкленĕ.

Такам сĕннипе тата хистенипе ĕçе пуçăнман çамрăксем. Çак шухăша чи малтанах тантăшĕсене Виталий Козлов пĕлтернĕ. Ыттисем вара унпа килĕшнĕ. Палăка çĕклес ĕçе Афган тата Чечен вăрçисен çулĕпе утса тухнисенчен ялта тĕпленнисем çеç мар, хулара пурăннисем те хутшăннă. Çавăнпа та палăка уçассипе çыхăннă мероприятие те Шупашкартисем те çемйисемпех çитнĕ.

Кун пек пĕлтерĕшлĕ пулăмран шкул ачисем те, хулара пурăнакан паллă ентешсем те аякра тăрса юлма пултарайман.

Мероприятие Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олимпиада Михайлова уçрĕ. Пĕтĕм ял-йыш ячĕпе çак ĕçе пысăк тÿпе хывнисене тав турĕ. Муркаш тата Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков тухса калаçрĕ.

- Паян эпир çакăнта палăк уçнипе пĕрлех темиçе ăру çыхăнăвне йĕркелетпĕр. Афган тата Чечен вăрçисем пулнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ вун-вун çамрăк унта хутшăнса паттăрлăхпа палăрнине манмалла мар. Çак палăк Мăнвылăсене Тăван çĕршыв панă хушăва тивĕçлипе, хăш чухне пурнăçа шеллемесĕр те пурнăçланă ентешĕсене асра тытма пулăшĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре пулăшу кÿрессе шанатăп, - палăртрĕ Владимир Иванович.

Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ, халĕ «Элĕк ачи» ентешлĕхе ертса пыракан Олег Андреев, Раççей шайĕнче спортсменсене хатĕрлекен Авенир Ермолаев та кун пек пĕлтерĕшлĕ мероприятие ытти ĕçе пăрахсах килнĕ.

- Çак ĕçре салтаксен тăванлăхĕ нихăçан та иксĕлменнине, хăйсен тивĕçне пурнăçланисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне тав тунине куратпăр. Кунтан вĕренекенсемпе çамрăксем татăлмасса, паттăрсене яланах асра тытса палăка тивĕçлипе пăхса тăрасса шанатпăр. Çак ĕçе пуçарнисене вара чĕреренех тав сăмахĕ калатпăр, - саламларĕç ентешĕсене вĕсем.

Çавăн пекех Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи Светлана Порфирьева, Мăн Вылăри вăтам шкул директорĕ Николай Иванов, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Виталий Максимов, Чă-ваш наци радиовĕнче ĕçлекен Алина Герасимова тухса калаçрĕç. Ку тăрăхра пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, тĕрлĕ çулсенче «вĕри точкăсенче» çар тивĕçне пурнăçланисем 19-ăн пулнă, вĕсенчен пĕри вара, Атмалкасси каччи, Изосим Башкировăн кун-çулĕ Чечен вăрçинче татăлнă. Унăн ячĕ ентешĕсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Палăка витнĕ шурă çивиттие Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ В.Казаковпа пĕрле çак ĕçе пысăк тÿпе хывнă ĕнерхи салтаксем илчĕç. Ял çыннисемпе ачасем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ун хыççăн Мăн Вылăри вăтам шкулта вĕренекенсем ентешĕсен паттăрлăхне палăртакан сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç.

Уяв мероприятийĕ вĕренÿ учрежденийĕ çумĕнчи лапамра малалла тăсăлчĕ. Ял уявне те Мăнвылăсем такам йĕркелесе панипе мар, хăйсен вăйĕпех ирттерме шутланă. Çак тĕллевпе килĕренех укçа пухнă, вырăнти депутатсем те хастар хутшăннă. Ку чухне хуласем те аякра юлман, вĕсем те хăйсен тÿпине хывнă. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçĕн ытларах пайне каллех палăк çĕклессипе ĕçленĕ çамрăксем хăйсем çине илнĕ. Спорта юратакансем шкул стадионĕн- че пухăнчĕç. Мăнвылăсен тÿрех виçĕ команда йĕркеленнĕ. Çавăн пекех Шĕмшеш, Тавăт, Ураскилт, Штанаш тăрăхĕнчи çамрăксем те футболла выляма йышлăн килнĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре Шĕмшешсем пĕрремĕш вырăна тухнă пулсан, Мăнвылăсемпе Тавăтсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Уявра нумай çул туслă пурăнакан çемьесене, ял тăрăхĕнче обществăлла ĕçе хастар хутшăнакансене те чысларĕç. «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ Эльвира Кондратьева та парти ĕçĕнче палăрнисене Хисеп хучĕпе тата парнесемпе чысларĕ. Ялти чи пĕчĕк ача та тимлĕхсĕр юлмарĕ. Анатолийпа Наталья Яковлевсен Виринея хĕрĕ пĕчĕк парнене тивĕçрĕ. Поликарп Никифоров та ялти чи сумлă çын. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер август уйăхĕнче 97-е пусăмлать. Ял тăрăхĕнчи çамрăк мăшăра та палăртмасăр иртмерĕç. Кусем Артемпа Инна Ивановсем.

Уява пухăннисене Владимир Егоров, Светлана Карсакова тата Николай Ключников чă-ваш эстрада çăлтăрĕсем саламларĕç.

 Эльвира КУЗЬМИНА.

Большевыльский территориальный отдел Аликовского муниципального округа

Первоисточник: АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика