Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Саваяр» эстрадăпа ташă ушкăнĕ Сурăм пуххинче!

16:25 17 июля 2019 г.

Июлĕн 12-мĕшĕнче Православи чиркĕвĕ Петрпа Павел апостолсен кунне паллă тăвать. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Чăваш Сурăмĕнче çулсеренех Питрав кунне (халăхра ăна Сурăм пуххи теççĕ - авт.) ирттереççĕ.  Ыт ахальтен мар, паллах,  уява Сурăмсем çак кун паллă тăваççĕ. Çакă вăл 1795 çулта Чăваш Сурăмĕнче Петр апостол ячĕпе чиркÿ лартнипе те çыхăннă. Кăçал çак уяв эрне куна лекнĕрен халăх уйрăмах йышлăччĕ.

 «Тимĕр лашасене» çырмара лартса хăварса, хут купăспа параппанпа юрла-юрла ĕлĕкхи йăла-йĕркипе Чăваш Сурăм ялне кĕрсе кĕртĕмĕр. Йÿçкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Саваяр» эстрадăпа ташă ушкăнĕпе çитесе  юрă –кĕвĕ шăрантартăмăр.

Сурăмсем пире чăваш эстрада юрăçисемпе (Александр Сорокин, Алексей Шадриков, Светлана Яковлева, Альбина Пăрчăкан) пĕр шайпа тан тăвăллăн алă çупса хакларĕç, пĕрле тухса ташласа савăнчĕç.

Йÿçкасси культура çурчĕ ĕçченĕсем

Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика