Ойкас-Кибекское сельское поселение Вурнарского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 
 

Новости » Вăрман-Енĕшре хăнара – ял уявĕнче

14:55 15 июля 2019 г.

Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Вăрман-Енĕш ялĕ хăйĕн ял уявне паллă турĕ. Уява ял çыннисем, кунта çуралса ÿссе урăх çĕрте тĕпленнисем, хаклă хăнасем  чылай пуçтарăннă. Уяв паллах ташă-юрăпа илемлĕ. Вăрман-Енĕшсемпе пĕрле савăнма нумай юрă-ташă ушкăнĕсем килсе çитнĕ.

Уяв ячěпе саламласа Уйкас-Кипек ял тăрăхĕн пуҫлӑхě Александр Петров тата Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертӱҫи Андрей Суварин ӑшӑ сӑмахсем каларěҫ. Уйкас-Кипек ял тăрăхĕнчи «Енĕш ен» фольклор ушкӑнĕ те хăйĕн юрри-ташшипе уява илем кÿчĕ. Ҫавăн пекех Услантăр-Енĕш ялĕнче пурăнакан Агреппина Яковлевна Игнатьева хăйĕн çемье ушкăнĕпе,  хăйсен пултарулăхĕпе уява илемлетрĕç. Тата Уйкас-Кипек культура ҫумĕнчи «Кипек-ен» фольклор ушкăнне ҫӱрекенсем хăйсен юррисемпе савăнтарчĕҫ. Куракансем пултарулăх ушкăнĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, пĕрле юрласа- ташласа савăнчĕç.

Уява хутшăннă юрăç ушкăнĕсене хаклă парнесем парса чысларĕç, сĕтел хушшине лартса чăваш  юр- варĕпе сăйларĕç. Тутлă шÿрпепе кăпăклă сăра пурне те килĕшрĕ.  

 

 

   

Ойкас-Кибекское сельское поселение Вурнарского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 
 
Система управления контентом
429204 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Вурман-Кибеки, ул.Молодежная, д.8
Телефон: 8(83537) 36-2-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика