Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы»кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

11:31 14 июня 2019 г.

    Çĕртме уйăхĕн 14 - мĕшĕнче Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче Антонина Алексеевна Смирнова (Полякова) «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекин хăтлавĕ (презентацийĕ) иртрĕ.

    Антонина Алексеевна   1946 – мĕш çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр ялĕнче,  нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ.

    1962 –мĕш çулта Хирти Мăнтăрти  сакăр класс вĕренмелли шкултан, 1965 - мĕш  çулта Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан  вĕренсе тухать. Ун хыççăн Шупашкарти пир - авăр техникумра вĕренсе  техник – технолог специальностне илет. 1980 –мĕш çулта Чăваш патшалăх университетĕнче экономистсен факультетне пĕтерет.  

    Антонина Алексеевнаача чухнех историпе интересленнĕ, кĕнекесем вуланă, статьясем пуçтарнă. Ялти ватă çынсемпе калаçса халăх историне, ял пурнăçне тĕпченĕ.  Çавăн пекех вăл сăвă çырма та юратнă.

    «Тăван ялăм чĕрери кĕтесĕм»  - сăвăсен пуххиталантлă çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки. Çак кĕнекенечăвашла , вырăсла çырнă сăвăсем кĕнĕ. Мĕн çинчен çырать сăвăç:  тăван чĕлхе, юрату, тăван ял теми тĕп вырăн йышăнаççĕ.

    «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекене сÿтсе явма шкул ачисем, вĕрентекенсем, Антонинăпа пĕрле ÿснĕ тус – тантăшĕсем, ял халăхĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă тăванĕсем пуçтарăннă. Шупашкартан сумлă хăнасĕм:  паллă çыравçă,  Чăваш Халăх Академикĕ Патмар Эдисон Иванович, Янкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ сыпăкри тăванĕ, сăвăç Петр Яковлев,  филологи наукисен доценчĕ, таврапĕлÿçĕ Васильева Федосия Ивановна килсе çитрĕç.

    Хирти Мăнтăрти культура çурчĕн ертÿçи Валентина Петровна  Антонина Алексеевнăна кĕнекесем пичетленсе тухнă  ятпа ăшшăн саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче пысăк утăмсем тума сĕнчĕ.

    Йăлмахва ял библиотекин ертÿçи Альбина Ефремова авторăн   кун – çулĕ çинчен элетронлă презентаци кăтартса паллаштарса    пычĕ. «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекене  анлăн тишкерчĕ.

    Кĕнеке виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш сыпăкне пирĕн несĕлсене халалланă.

    Иккĕмĕшенче вара тĕрлĕ çулхи ял пурнăçне тĕплĕн сăнласа панă. Чăваш йăли-йĕркисене, авалхи  юрăсене кĕртнĕ автор. Çавăн пекех Хирти Мăнтăрти чиркÿ тата  шкул историне çутатса панă.

    Виççĕмĕш сыпăкра ку тăрăхри  кашни çын хăйсен йăхĕ мĕнле пуçланса кайса аталаннине пĕлме пулать.

    Малалла автор  кĕнекепе тата та тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ачалăхне аса илнĕ май хурланмасăр чăтаймарĕ.

    Антонина Алексеевнăна  сумлă кĕнеке пичетлесе  кăларнă ятпа  Эдисон Патмар саламларĕ, хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене Йăлмахва ял библиотекине парнелерĕ.

    Кайнлăк ял администрацийĕ ячĕпе унăн специалистчĕ Марионелла Николаевна автора ăшшăн саламласа ăнăçу сунчĕ.

    Малалла ял халăхне шкул ачисем хаваслă юрă – ташăпа савăнтарчĕç, авторăн сăввисене чуна тивмелле каласа пачĕç.

    Антонина Смирновăн Хирти Мăнтăр ялĕ çинчен çырнă «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнеки ку тăрăхри пулас ăрушăн  хаклă та пĕлтерĕшлĕ тупра пулнине палăртса хăварчĕç курава пуçтарăннă ял çыннисем.

    Кĕнеке хăтлавĕ туслă та кăмăллă лару – тăрура иртрĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика