Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юлашки шăнкăрав - çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ

11:30 23 мая 2019 г.

      Çу уйăхĕн 23 - мĕшĕнче Пучинкери вăтам шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ, çавна май вĕренÿ заведенийĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

       Пĕлỹ пухакансене уяв ячĕпе чи малтанах шкул директорĕ Валерий Софронов ăшшăн саламларĕ, педагогика канашĕн йышăнăвĕпе 9 тата 11-мĕш класс пĕтерекен пĕтĕм çамрăка пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухма ирĕк панине пĕлтерчĕ. Выпускниксене шкул пĕтернĕ ятпа район администрацийĕн архив секторĕн ертÿçи Венера Ласточкина, Пучинке ял тăрăхĕн специалисчĕ Алина Терентьева саламларĕç, чи маттур та пултаруллă вĕренекенсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.

     11 классене пĕрремĕш вĕрентекенĕ Марина Николаева, Лидия Шибаева тата Галина Мельцова вĕрентекенсем ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх сунчĕç. Класс ертÿçи Светлана Иванова хăйĕн вĕренекенĕсене илемлĕ юрă парнелерĕ. Юлашки шăнкăрава итлеме килнисене ашшĕ-амăшĕ те экзаменсене ăнăçлă тытма, хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илме сĕнчĕ.

      Уява выпускниксен, пĕрремĕш классен юрри-ташши, сăввисем илем кỹчĕç. Вунпĕр çул пĕр класра вĕреннĕ яшсемпе хĕр пурне те тав сăмахĕ каларĕç, шкула асăнмаллăх парне пачĕç.

      Юлашкинчен кăвакарчăнсемпе тĕрлĕ тĕслĕ шарсене сенкер тỹпене вĕçтернĕ хыççăн, юлашки шăнкăрав янăрарĕ…

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика