Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ан пултăр, вăрçă, нихăçан! Сиделинский б/п

12:26 16 мая 2019 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн паттăр халăхăмăр çĕнтернĕренпе 74 çул çитрĕ. Çак куна халалласа Патарьел районенчи Сителте митинг иртрĕ. Раççей историнчи чи хаяр та хăрушă кунсенче пуçне хунă салтаксене чысласа лартнă палăк умне ял çыннисем, сумлă хăнасем, шкул ачисем хутшăнчĕç.       

  Митингра Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, ял депутачĕ Николай Вазенков, «Сидели» ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Иванов, çар тухтăрĕ отставкăри подполковник Иван Журавлев Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ тесе вăрçă ветеранне, ял халăхне, вăрçă ачисене сывлăх сунчĕç.  Унтан районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçипе Ирина Рубцовапа пĕрле пĕртен пĕр сывă Василий Федорович Ляков ветерана хисеплесе килне кайсах салам сăмахĕсене илсе çитерчĕç, пире тăнăçлă пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.      

  Сителтен çак хаяр вăрçа 143 паттăр салтак хутшăннă. Вĕсенчен 79 çамрăк мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă. Митингра кашнийĕшĕн хушаматне асăнса халăх пĕр минут шăп тăрса пуçĕсене тайрĕ, вĕсен çынсемшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсене нихăçан та асран кăларманнине çирĕплетрĕ.      

  Çĕнтерÿ кунĕпе ял йыша саламласа шкул ачисем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа хавхалантарчĕç, чĕрисенче паттăрлăх туйĕмĕ çуратрĕç. Юлашкинчен уява пуçтарăннисем пурте пĕлекен «Катюшана» пĕр пĕрне хисеп туса шăрантарчĕç.     

  Митинг «Вилĕмсĕр полкпа» вĕçленчĕ. Унта ватти-вĕтти, асли-кĕçĕнни пĕр шухăшлăн пулса ял урамĕ тăрăх хăйсен вăрçăра паттăррăн çапăçнă тăванĕсен, кÿршисен, пĕлĕшĕсемпе юлташĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса утрĕç.

 

 
 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика