">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ача-пăча вăййисем – Элĕкри халăх картишĕнче

10:52 26 апреля 2019 г.

   Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

     Чăваш чĕлхи – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс-тăн чечекĕ, чăваш юманĕ пек ватă та патвар, хăйĕн хăватне çухатмасăр çултан-çул тĕрекленсе пырать.

     Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява Иван Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 27 ҫул ҫитрӗ.

    Музей ĕçченĕсем çак уява ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элĕкри халăх картишĕнче ирттерчĕç. Уява ирттерме Элĕк халăх театрĕнче вылякан Виталий Филиппов, Элĕк вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ирина Николаева тата Элĕк вăтам шкулĕн 7-мĕш классра вĕренекенĕсем пулăшрĕç. Шкул ачисене музейра курав йĕркелекен специалист Елена Ефремова уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн вĕсене ĕлĕк-авалхи ача-пăча вăййисем выляттарчĕ: «Йĕкĕт, Мĕкĕт тата Чĕпĕт», «Çĕрĕлле», «Ал татмалла», «Çăпаталла», «Пиçиххи пăрахмалла», «Ят пĕлмелле». Вăйăсем вылянă хыççăн шкул ачисем кăмакаран пиçсе тухнă ăшă икерчĕпе хăналанчĕç.

   Ҫакăн пек тĕлпулусем ачасене тăван чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине юратма, упрама пулăшасса шанас килет.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика