Библиотечные учреждения АУ "МФКЦ" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Геннадий Волковăн «Кил илемĕ» кĕнекине тишкерни

09:13 09 апреля 2019 г.

 Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă этнопедагогикăна никĕсленĕ паллă педагогăн Геннадий Волковăн «Кил илемĕ» кĕнеки «Вулакан Чăваш ен: çулталăк кĕнеки - 2017» конкурс-фестивальте хутшăнать. Çавна май Хĕрлĕ Чутайри тĕп вулавăшра ĕçлекенсем Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 3 класра вĕренекен ачасемпе (вĕрентекенĕ – Галина Гусельщикова) краеведени сехечĕ ирттерчĕç. Вĕсем «Кил илемĕ» кĕнекери калавсемпе юмахсене вуласа тишкерчĕç. «Кил илемне» пысăках мар калавсемпе юмахсем кĕнĕ. Вĕсем урлă автор тăван халăхăмăрăн ăс-хакăлне, ăрусен çыхăнăвне, çемье хакне кăтартать. Пĕчĕккисене вăл аслисене, ашшĕ-амăшне, Тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет. Кĕнекене кĕнĕ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисен сăмахĕсем, ăнланмалла чĕлхе. Елена Чубайкина библиотекарь ачасене кĕнеке авторĕпе те паллаштарчĕ. Геннадий Никандрович Волков — педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1968), СССР тата Раççей шайĕнчи академик; çыравçă. 1927 çулхи юпан 31-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнă. 2010 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче ун ячĕпе юманлăх та лартнă, вăл Çĕнтерÿ площадĕнче. Г.Н.Волков Чутая килсен çакăн пек сăмахсем каласа хăварнă: «…Чутай пĕтсен – чăваш пĕтет». Çак сăмахсене эпир яланах асра тытатпăр, хамăр тăрăхра чăвашлăха упрама тăрăшатпăр.

Библиотечные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи, пл. Победы, д.9
Телефон: 8(83551)2-13-51, 8(83551)2-11-71
Факс: 8(83551)2-11-71
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика