Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Сурпан» пултарулӑх ушкӑнӗ чӑваш йӑли-йӗркипе юрри – кӗввине сыхласа упрассишӗн чылайранпа тимлет

16:45 02 апреля 2019 г.

Кунсем вӑрӑмланнӑ май ял ӗҫченӗн килхуҫалӑхри ӗҫсем хушӑнсах пыраҫҫӗ. Часах ялти ҫыннӑн пӗр пушӑ вӑхӑт пулмӗ. Халлӗхе юр кайса пӗтмен-ха, ҫавӑнпа та культура ӗҫченӗсен  куракансене концертсене йыхравлама вӑхӑт пур.

Ҫуркуннехи илемлӗ каҫ Тушкилти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сурпан» фольклор ушкӑнӗ Ҫӗнҫырма ялӗ  еннеле ҫул тытрӗ. Ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫуртӗнче Ҫӗнҫырма ҫыннисем тушкилсене тулли кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ. «Сурпан» пултарулӑх ушкӑнӗ чӑваш йӑли-йӗркипе юрри – кӗввине сыхласа упрассишен чылайранпа тимлет, вӑл таврара тата ҫывӑхри районсенче паллӑ, республика шайӗнчи фестивальсене тӑтӑшах хутшӑнать. Ушкӑн ертӳҫи Наталия Георгиева  куракансене ырлӑх-сывлӑх сунса, ҫуркуннехи сар хӗвел пек ҫутӑ савӑнӑҫ сӗнсе концерт программине уҫрӗ.

Концерт йӗрки ҫав тери пуян пулчӗ. Чӑваш тата вырӑс халӑх юррисене сцена ҫине тӗлӗнмелле илемлӗ кӑларма купӑсҫӑ Игорь Кузьмин хавхалантарса пычӗ. Вӑл коллектива нумаях пулмасть хутшӑннӑ пулин те, ӑна ҫӗнӗ вӑркӑш кӳме пултарчӗ. Хӑй те купӑс калама тата юрлама питӗ ӑста пулнӑран, куракансене ҫепӗҫ кӗвӗ-ҫемӗпе кӑна мар, хитре кӑна юрӑсем юрласа та савӑнтарчӗ.  Раҫҫей Федерацийӗнче Театр ҫулӗ пулнине шута илсе, «Сурпан» ушкӑнри Любовь Григорьевӑпа Наталия Георгиева «Юрату юрлаттарать» кулӑшла инсценировкӑ хатӗрлерӗҫ, куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ.

Таисия Шакина, Фрида Никитина, Галина Павлова, Нина Александрова «Шурӑ хурӑн» ҫепӗҫ юрӑпа тыткӑна илчӗҫ. Алевтина Матвеева «Упӑшкана юрас тесе» шӳтлӗ юрӑпа уйрӑмах халӑха хускатрӗ. Надежда Камасева «Мӗншӗн, сар хӗр, йӗретӗн?» юрӑпа тыткӑнларӗ. Юрӑҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри куракансене хитререн те хитре юрӑсем парнелерӗҫ. Сехет ҫур пыракан концерт куҫ хупса илнӗ пек хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Концерт вӗҫӗнчи чӑваш ташши пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ.

Ҫӗнҫырма ҫыннисем нумайччен алӑ ҫупса сывпулашрӗҫ. Культура ҫурчӗн ертӳҫи Владислав Тимофеев тата РДКра ӗҫлекен Светлана Димитриева вӗри чейпе хӑналарӗҫ. Вӗсене Тушкилти пултаруллӑх ушкӑнӗ тав тӑвать.

Шимкусский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика