Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕҫ

21:18 11 марта 2019 г.

 Хисеплĕ аннесемпе асаннесем, аппасемпе- йăмăксем, хĕр-туссем, мĕн пур илемлĕ те çепĕç чиперуксем! Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Кашни кун çывăх çыннăрсен ачашлăхĕнче пулăр, чун-чĕререн юратăр, ырă хыпарсем илтсе савăнăр, кашни самантпа киленĕр, ăшă сăмахсемпе йăпанăр, телейлĕ пулăр!!!

    Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Ямаш ен» фольклор ушкӑнӗнчи арҫынсем ушкӑнри хӗрсене хӗрарӑмсен уявӗ  ячӗпе саламларӗҫ.  Сӗтел ҫине тутлӑ апат-ҫимӗҫ – вӗри шÿрпепе тутлӑ шашлӑк тата ытти техӗмлӗ апат лартса сӑйларӗҫ.  Юратнӑ   аппасемпе йӑмӑксене, илӗртӳллӗ пикесемпе ӑш пиллӗ асаннесене савса, телей сунса янратрӗҫ  юрӑсем, шӑранчӗç чӗререн тухакан ырӑ сӑмахсем.

    Вӑхӑт иртни сисӗнмерӗ те. Чун каниччен савӑнчӗ ушкӑн хаваслӑ кӗвӗ-çемӗ, юрӑ-ташӑ ытамӗнче пулчӗ.

 

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика