Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсен регион шайĕнчи фестивалĕ иртрĕ

14:37 28 февраля 2019 г.

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Комсомольски тата Патăрьел  районĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсен регион шайĕнчи фестивалĕ иртрĕ. Каçалпа Патăрьел тăрăхĕнчен тата Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчен килсе çитнĕ хăнасене Хирти Явăш вĕренекенĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Фестивале районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Индюкова С.Г. уçрĕ, уяв ячĕпе ăшшăн  саламларĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Никифорова Л.И. уяв йĕркипе паллаштарчĕ, фестивале хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Тăван ен культурине вĕрентекенĕ Асейнова Г.Г. çĕнĕ шкулпа хаваспах паллаштарчĕ. Капмар та илемлĕ шкул пурин кăмăлне те кайрĕ.

Фестивале уçнă хыççăн хĕрÿ самант пуçланчĕ. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхи тата литература, тăван ен культури  урокĕсем, класс тулашĕнчи ĕçсем тата ăсталăх класĕсем  кăтартрĕç. Ыркăмăллăх, чыс-хисеп, çынри илем, çăкăр-тăвар, атте-анне темăсемпе çыхăннă уроксем питĕ хăйне евĕрлĕ иртрĕç, вĕрентекенсем тухăçлă мелсемпе тата меслетсемпе усă курни палăрчĕ. Кунта вăйă-урок та, пĕрлештернĕ урок та, бинар урокĕ те пулчĕ. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн „Лэпбук вăрттăнлăхĕ”, „Даймонд çырса пăхар-и?” тата „Асамлă хуплашка” ăсталăх класĕсем иртрĕç, пуриншĕн те кăсăклă пулчĕç. Фестивале хутшăннă вĕрентекенсене Комсомольски район администрацийĕн вĕентÿ пайĕн методисчĕ Атласкина С.П. грамотăсем  парса хавхалантарчĕ.

Уява пĕтĕмлетсе Хирти Явăш шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем тăван чĕлхене халалланă уяв концертне кăтартса  хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Сăвă-юрă, ташă-çемĕ  пурне те тыткăнларĕ.

Фестиваль ăнăçлă иртрĕ. Курма килнисем те, хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕç. Çакăн пек фестивальсем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренсе пыни питĕ аван пулнине палăртса хăварчĕç. Апла пулсан тăван чĕлхемĕрĕн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пуласса шансах тăратпăр.

Альбусь-Сюрбеевский территориальный отдел

Первоисточник: МАОУ "Полевояушская ООШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика