Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асамлă концерт Шуршăл культура çуртĕнче.

13:34 21 января 2019 г.

2019   çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Шуршăлти культура çуртĕнче савăнăçлă уяв-концерт пулса иртрĕ. Ăна «Шуршăл  халăх юрăпа ташă ансамблĕ» 40 çул тултарнине халалланă. «Çутă çăл» тата «Звёздный» халăх  ташă ушкăнĕсем куракансем вали питех те интереслĕ  программа хатĕрленĕ. Сцена çине тухмассерен халăх вĕсене  тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Уявра çак ансамбльте 40 çул каялла юрланă ташланă ветерансем те нумай  пулчĕç.  Шуршăл ял  культури паянхи кун та çавăн пекех çÿллĕ шайра пулни пурне те савăнтарчĕ.  Уява пухăннисем артистсене те, çав коллективсене йертсе пыракансене Еленăпа Михаил Тереховсене, Алевтина Петровăна  та тав турĕç. Концерт вĕçленсен культура çÿрчĕн ертÿçи И.В. Григорьева ăшă сăмахсем каларĕ, халăх валли малашне те тăрăшса ĕçлессе палăртрĕ.

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика