">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк районĕнчи литературăпа тавра пĕлӳ музейĕнче «Çутă ĕмĕт» ятлă курав уçăлчĕ

15:43 15 января 2019 г.

Элĕк районĕнчи литературăпа тавра пĕлӳ музейĕнче 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Çутă ĕмĕт» ятлă курав уçăлчĕ. Çак курава Семёнова Раиса Тимофеевна (Сарплат) çыравçă 80 çул тултарнă ятпа халалласа йĕркеленĕ.

     Мероприятие музей ертӳçи Ольга Алексеева уçрĕ, куравпа паллаштарчĕ. Юрă саламĕпе Крымсарайккă ял тăрăхĕнче йĕркелленнĕ «Тарават» ушкăн тухрĕ. Ушкăнри хĕрсем ĕлĕкхи чăваш юррисемпе килнĕ халăха савăнтарчĕç.

     Чи малтан Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова салам сăмахĕ каларĕ, парне пачĕ. Кайран Йăлкăш тăрăхĕнчи ветерансем ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Чăваш Республикин ял-хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Элĕк районĕнчи агропромышленность комплексĕн ветерансен Союзĕн ертӳçи Николай Сергеев салам сăмахĕ каларĕ, «Çăкăртан асли çук» ятлă кĕнеке парнелерĕ. Терентьев Гурий – районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Совечĕн ертӳçи – Раиса Сарплата тав хучĕпе чысларĕ. Виктор Михайлов (Ярушкин) – 4 кĕнеке авторĕ - «Лаштра юман» юрăпа саламларĕ. Раиса Семеновăна юлташĕсем, тăванĕсем, пĕр ялта пурăнакансем салам сăмахĕсемпе савăнтарчĕç.

     Кайран Раиса Сарплат хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ.       

     Мероприяти «Тарават» ушкăн юррисемпе вĕçленчĕ.

    

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика