Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕлме йĕлтĕр-йӑлтӑр-ялтӑр

10:56 14 января 2019 г.

Иртнĕ шӑматкун Муркаш районĕнчи йĕлтĕрпе туслӑ çынсем чылайӑн йĕлтĕр çине тӑчĕç. Кунта шкул ачисенчен пуçласа аслӑ ӑрури çынсем стадиона хӑт кĕртрĕç. Пурте хавас, çĕкленÿллĕ кӑмӑлпа килнĕ кунта. Çанталӑкĕ те çак кун тÿлек те лӑпкӑ тӑчĕ. Йĕлтĕрçĕсен тата курма килекенсен кӑмӑлĕсене Москакассинчи «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕн артисчĕсем çĕклеме пултарчĕç. Пурте артистсене алӑ çупса, ташласа хавхалантарчĕç. Концерт программи кĕске пулчĕ пулин те йĕлтĕрçĕсене чупма кӑштах та пулин вӑй-хӑват пама пултарчĕç артистсем.

Малта вара хĕрÿ кĕрешÿ иртрĕ Муркаш стадионĕнче. Çак спортпа туслисем çак кун пурте çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Паллах, мала тухнисем Муркаш район администрацийĕ ячĕпе кубоксемпе тата тав çырӑвĕсене тивĕçрĕç.

Малта кун пек спорт вӑййисем сахал мар пулĕç-ха. Апла пулсан, пурне те ӑнӑçу сунатпӑр!

 

Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи                         Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика