Мочарский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 90 çул сумлă юбилей

13:55 14 января 2019 г.

Январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Шоркино яленĕче пурăнакан Нина  Михайловна  Семенова хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ - вăл 90 çул тултарчĕ. Çав кун ăна тăванĕсем - пĕлĕшĕсемпе кỹршисем саламларĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Лидия Спиридонова  тыл ĕçченне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн  А.Л.Софроновăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ,тата  Ĕтĕрнери    шалти ĕçсен пайĕнче  тăрăшакан Алексей Антипов,  çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей, тăнăç тата канлĕ ватлăх, çывăх тăванĕсем енчен тимлĕх тата пархатарлăх сунчĕç. Ĕç ветеранĕ паянхи кун та уйрăм кил-çуртра пĕччен пурăнма вăй-хал çитерет.  Упăшки нумай çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă Нина Михайловăн, паллах  Шупашкарта пурăнакан çывăх тăванĕ  Таисия Ивановна Захарова пăхсах тăрать. Тĕрĕссипе, çак кинемее 90 çула çитнĕ тесе никам та калаймасть. Вăл халĕ те килти ĕçсене хăех пурнăçлать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Нина  Михайловна вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ. Ялти нимĕнле ĕçрен те пăрăнса тăман. Ĕçе юратни, яланах хускални май парать те ĕнтĕ ăна нумай çул пурăнма.

Мочарский территориальный отдел Ядринского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика