">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк районĕнчи литературăпа тавра пĕлӳ музейĕнче «Çутă ĕмĕт» ятлă курав уçăлать

17:41 11 января 2019 г.

 

Семёнова Раиса Тимофеевна (Сарплат) çыравçă кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Çав сăлтавпа Элĕк районĕнчи литературăпа тавра пĕлӳ музейĕнче «Çутă ĕмĕт» ятлă курав уçăлать.

Семёнова Раиса Элĕк районне кĕрекен Изванккă ялĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл ялан обществăлла ĕçе хутшăннă. Вунпĕр класс вĕренсе пĕтерсен Вăрнара зоотехника вĕренме кĕнĕ, анчах та çемьери йывăрлăхсене пула, пăрахмалла пулса тухнă.

   Раиса Тимофеевна вара Элĕкри «Çăлкуç» ача садне вырнаçса 14 çул хушши вăй хунă. Унта профкомра ĕçленĕ, хыççăн бухгалтер ĕçĕсене те пурнăçланă. Элĕкри тĕп больницăра завхозра, буфетчицăра, сестра-хозяйкăра, санитаркăра вăй хунă. Çав хушăра хисеп хучĕсем те илме тивĕçлĕ пулнă.

   16 çул больницăра вăй хунă хыççăн 1985-мĕш çулта «Дружба» колхоз хуçалăхĕнче ăна бригадир пулма шаннă. 1989-мĕш çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. 1990-1994-мĕш çулсенче Йăлкăш ял Совечĕн депутатне суйланнă. 1996-мĕш çулта, нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, Семёнова Раиса Тимофеевна Ĕç Ветеранĕ ятне илме тивĕçлĕ пулнă. 2013-мĕш çултанпа Йăлкăш ял тăрăхĕнчи ĕç ветеранĕсен Совечĕн ертÿçи пулса тăрăшать.

   Унăн çутă курнă кĕнекисем: «Сăвă пуххи» (2000ç.), «Çутă ĕмĕт» (2005ç.), «Пурнăç çулĕ такăр мар» (2013ç.), «Пурнăç çулĕпе» (2015ç.).

   Курав кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре уçăлать.

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика