Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕ пуçланчĕ

10:01 11 января 2019 г.

Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен кулленхи ĕçне çăмăллатма интернетра çителĕклĕ чухлĕ уяв сценарийӗ пуçтарас,  творчествӑллӑ ӗҫлекен педагогсене тупса палăртас, вӗсен паха опытне сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ  «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсне ирттерет.

Конкурс 2019-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 2019-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен пырать.

Конкурса хутшăнакансем:

шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем.

Конкурс номинацийĕсем:

o             шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем,

o             пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем,

o             хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем,

o             професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем.

Конкурс положенийĕпе  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче «Наци вĕренĕвĕ» баннерта паллашма пулать.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон 8-8352-58-46-44.

E-mail: chrio6@cap.ru .

Тĕплĕнрех>>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика