Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эх, Сурхури, Сурхури – пĕрле мӑйӑр çиер-и?

15:37 08 января 2019 г.

Москакасси культура Çуртĕнче, январĕн 7-мĕшĕнче, ачасене валли Сурхури уявĕ туса ирттертĕмĕр. Çак уявпа кӑсӑкланакансем культура Çуртне кӑмӑлласах пуçтарӑнчĕç. Сахаллӑн пулчĕç пулин те, вĕсемшĕн уяв хаваслӑ иртрĕ. Чӑн малтанах ĕлĕк Сурхури уявне мĕнле ирттернĕ пирки культура ĕçченĕсем кĕскен каласа пачĕç. Ачасене ыйтусем парсан, вĕсем хурав пама тӑрӑшрĕç. Чи интересли вĕсемшĕн малта пулчĕ.

Чӑн малтанах ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем чӑрӑша юратни çинчен илемлĕ юрӑ шӑрантарса, чӑрӑш йĕри – тавра çаврӑнчĕç. Кайран ачасен тĕрлĕ конкурсене хутшӑнмалла пулчĕ. Ачасем кунта хавхалансах хутшӑнчĕç. Чи интересли вĕсемшĕн мӑйӑр пуçтарни пулчĕ. Чылайччен хавасланчĕç ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем Сурхури уявĕнче. Юлашкинчен ачасене уяв ячĕпе культура ĕçченĕсем парнесем парса хавхалантарчĕç. Ашшĕ-амӑшĕсем те парнесĕр каймарĕç уявран. Лотерея билечĕсем туянса парнеллĕ пулчĕç. Кашниншĕнех савӑнӑçлӑ иртрĕ уяв. Тав сӑмахĕсем каласа, тулли кӑмӑлсемпе килелле саланчĕç килнисем.

Москакассин культура Çурчĕн ертÿçи                            Г.Голубева

 

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика