Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ çул уявĕсем

12:43 02 января 2019 г.

Хыçа 2018-мĕш çул юлчĕ. Алӑкран ырӑкӑмӑллӑСысна шаккарĕ. Мĕнпе асра юлчĕ – ха культура ĕçченĕсемшĕн тата культура Çуртне çÿрекен артистсемшĕн хыçа юлнӑЙытӑ çулĕ. Паллах, концертсемпе, конкурсем асра юлчĕç. 2018-мĕш çулта 11 хутччен пирĕн артистсем тĕрлĕрен Республиӑри, Раççейри, тĕрлĕ халӑхсем хушшинчи конкурсенчен çĕнтерÿçĕсем пулса таврӑнни, районти 17 конкурсра хутшӑнса тĕрлĕ номинацисемпе çĕнтерни, Муркаш, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчи культура Çурчĕсенче халӑха концертсемпе савӑнтарни, Москакасси культура Çуртĕнче тĕрлĕрен уявсем йĕркелени, пирĕншĕн парнерен те парне пулса тӑчĕ.

Çавӑнпах пулĕ Çĕнĕ çулхи кану каçĕсем те савӑçлӑиртсе кайрĕç Москакасси ял тӑрӑхĕнче. Чӑн малтанах Москакасси ял тӑрӑхĕнчи депутатсем, ялсенчи старостӑсем, ялтӑрӑхĕнче вӑй хуракансем тата культура ĕçченĕсем уяв кĕрекине пуçтарӑнчĕç. Ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ, Д.В.Кириллов, 2018 – мĕш çулта ялсенче туса ирттернĕ ĕçсемшĕн пурне те тав сӑмахĕ каларĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕ. Пурте хавасланчĕç уявра: юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕрен вӑйӑсенче  хутшӑнчĕç. Паллах вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике те саламларĕç.

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекенсем Çĕнĕ çула кĕтсе илме культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Кашниех килте хатĕрленĕ тутлӑ апат – çимĕçпе килчĕç уява. Культура Çуртĕнче вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике илемлĕ чӑрӑш умĕнче кĕтсе илчĕç. Çитес çул пысӑк çĕнтерÿсем тума ӑнӑçу та телей сунчĕç. Вупӑр карчӑкĕ те вирхĕнсе кĕчĕ вĕсем хушшине. Пухӑннисене тĕрлĕрен вӑйӑсене хутшӑнтарчĕ. Хаваслӑ иртрĕ уяв. «Шуçӑм» артисчĕсем уявран тулли кӑмӑлсемпе саланчĕç.

Январĕн 1-мĕшĕнче ирхи 1 сехетрен пуçласа 4 сехетчен Москасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем валли те пысӑк уяв пулса иртрĕ. Культура Çуртне, салютсем вĕçтернĕ хыççӑн, савӑнма кӑмӑл тӑвакансем самаях пуçтарӑнчĕç. Пĕр-пĕрне Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа зала кĕрсе, Çĕнĕ Çулӑн илемлĕ кĕввисемпе чун каничченех ташласа савӑнчĕç. Культура ĕçченĕсем вĕсене тĕрлĕрен конкурсемпе хавхалантарса тӑчĕç. Телейлисем лотерея билечĕсемпе уяв пранисене выляса илчĕç.

Ачасемшĕн çулталӑкри чи савӑнӑçлӑ та илемлĕ уяв, Çĕнĕ Çул уявĕ. Культура Çуртне январĕн 1- мĕшĕнче асӑннӑ вӑхӑта ачасем ашшĕ-амӑшĕсемпе пуçтарӑнчĕç. Пухӑннисемшĕн уяв питех те савӑнӑçлӑ иртрĕ. Хитре илемлĕ чӑрӑш йĕри-тавра краталанса тӑрса Юр Пикепе Хĕл Мучи тĕрлĕрен Çĕнĕ çул юрри-ташшине юрлаттарса ташлатарчĕç. Ачасем те Хĕл Мучипе Юр Пикене Çĕнĕ çул сӑвви-юррипе хавхалантарчĕç. Хĕл Мучи вĕсене тутлӑ çимĕçсем парса савӑнтарчĕ. Ачасене Вупӑр карчӑкĕ те савӑнӑç парнелерĕ. Ачасем Вупӑр карчӑкĕпе çав тери кӑмӑллӑ юлчĕç. Юр Пике пуçтарӑннӑ ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсене илемлĕ Çĕнĕ çул юррипе савӑнтарчĕ. Ачасем чунтанах савӑнчĕс уявра. Хĕл Мучипе Юр Пике килес çул та уява килме чĕнсе хӑварчĕç пуçтарӑннисене. «Паллах килетпĕр!» терĕç харӑссӑн ачасем.

Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи                                      Г.Голубева  

 

 

 

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика