Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шурă юр çинчи кĕл чечек

13:22 14 декабря 2018 г.

Енĕш Нăрвашри халăх театрне йĕркеленĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Андреевич Шутов пурăннă пулсан, кăçал сентябрĕн 25-мĕшĕнче 65 çул тултаратчĕ.
Ку ялта творчествăра палăрнă çынсем нумайăн: Н.Сверчков, М.Спиридонов, П.Меркурьев художниксем, Хумма Çеменĕ çыравçă, СССР халăх артистки, «Золотая маска» патшалăх премийĕн лауреачĕ В.Кузьмина тата ытти те.
Хăйĕн кун-çулĕ вĕçленичченех Н.Шутов Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Вăл пуçарнипе 70-мĕш çулсенче ялта драмкружок йĕркеленĕ. Халăх ята 1997 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче хÿтĕленĕ ялти театр. Н.Айзманăн «Кай-кай, Ивана» камитне вылянă. Ку постановкăна Пушкăртра, Чĕмпĕр облаçĕнче, Шупашкар, Етĕрне, Киров, Хусан, Канаш хулисенче, Йĕпреç, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи культура çурчĕсенче вылянă енĕшнăрвашсем.
Режиссер тивĕçне туса пынипе пĕрлех концерт программисене те йĕркеленĕ, хореограф, юрăç пулнă, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă. Çав вăхăтра залра çынсене ларма креслосем вырнаçтарнă. Спектакль лартма декорацисем, париксем, костюмсем, пушмаксем туяннă-çĕленĕ. Культура çурчĕ балансĕнче ялсене тухса çÿреме автобус та пулнă, çавăнпа эрнелĕх гастрольсенче те пулнă артистсем.
1990 çулсенче Николай Андреевич тепĕр творчество ушкăнĕ йĕркеленĕ, «Саймал» ансамбль. Вырăсла-чăвашла халăх юррисем шăрантарнă вĕсем, шÿтсемпе интермедисем вылянă. Зоя Васильева хăй çырса «Эй, хей çумăр çу», «Килтĕм хăнана», «Эс те, эс те ман тăван» юрăсем шăрантарнă. Вырăнти П.Павлов, Г.Масленников композиторсен «Янкăр уçă тĕнче», «Юрату, юрату», «Сана пула» юррисене те итлеме сĕннĕ çынсене «Саймал» ансамбль. Вăл пурнăçран уйрăлса кайсан, шел, ку коллектив саланнă, пилĕк çултан тепĕр хут йĕркеленнĕ. Г.Русская культорганизатор ертсе пырать ăна халь.
«Шурă юр çинчи кĕл чечек» мероприятире Николай Андреевич Шутов çинчен видео тата фото материалсемпе усă курнă. Андрей ывăлĕ эстрада юррисем шăрантарнă. Хăй вăхăтĕнче Н.Шутов сцена çинче вылянă хăш-пĕр постановкăсене унăн ĕçтешĕсем тепĕр хут куракансен умне кăларнă. Николай Андреевич мăшăрĕ Зинаида Петровна театрализациленĕ мероприятине хутшăнса Н.Шутова хисеп тунăшăн, чысланăшăн тав тунă.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Первоисточник: газета «Ял ecченe»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика