Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тӑрӑн ен» – пирĕн патра хӑнара

14:05 15 декабря 2018 г.

Кÿршĕ Шупашкар районĕнчи Тӑрӑнти культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Тӑрӑн ен» артисчĕсем Москакасси культура Çуртне   декабрĕн 14-мĕшĕнче  концертпа килессине пĕлтерÿ çинче курсан, юрра-ташша кӑмӑллакансем самаях пуçтарӑнчĕç.

Концерт пуçланиччен библиотека ертÿçи Любовь Ванюшкина сӑмах илчĕ.  Çак кун шӑпах  Афганистан çĕрĕнчен пирĕн салтаксем тухни çинчен пĕлтерчĕ. Афганистан вӑрçин историне кĕскен каласа пачĕ. Çавӑн пекех пирĕн Республикӑран, районтан миçе каччӑ çак вӑрçӑра çапӑçӑва хутшӑннӑ пирки, миçе каччӑ çав çĕр çинче пуçĕсене хуни çинчен пĕтĕмпех тĕплĕн каласа ӑнлантарчĕ. Пирĕн Москакасси ял тӑрӑхĕнчен  Михаил Самойлов, районта пурĕ 7 каччӑ ĕмĕрлĕхех Афган çĕрĕ çинче пуçĕсене хуни çинчен аса илчĕ. Калайкасси вӑтам шкулĕнче çак вӑрçӑра çапӑçнӑ салтаксене халалласа музей уçнине те сенкер экран çинчен курма пултарчĕç пухӑннӑ çынсем.

Чаршав уçӑлсан, сцена çине  илемлĕ чӑваш кĕввипе чипер те илемлĕ артистсем тухса тӑчĕç. Вĕсем юрланӑ кашни юрӑ пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла шӑранчĕ. Уйрӑммӑн, икшерĕн, ушкӑнпа юрлакан артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç Москакассисем. Чӑваш ташшисене те хапӑл тусах йышӑнчĕç куракансем. «Тӑрӑн ен» артисчĕсен программи виçĕ пайран тӑчĕ: чӑваш халӑх юррисемпе ташшисем, вырӑс халӑх юрорисем тата чӑваш тата вырӑс эстрада юррисем. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ çипуç улӑштармарĕç пулĕ артистсем. Куç тулли илемлĕ концерт пӑхса савӑнчĕç Москакассисем. Концерт вĕçленсен те чылайчче тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç артистсене. Вера Макарова куракансем ячĕпе илемлĕ те ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчĕ артистсене. «Кун пек илемлĕ концерт чылай вӑхӑт хушши пирĕн чĕресене ӑшӑтса тӑрĕ»,-терĕ юлашкинчен хӑй те юрра-ташша юратакан маттур хĕрарӑм.

 

Чӑваш Республикин культура

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ                                                       Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика