Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конституципе паллашни

11:46 13 декабря 2018 г.

Москакасси вӑтам шкулĕнчи 4-мĕш классра вĕренекен ачасене ӑс-тӑн пухма пулӑшакан Наталия Александровна Миронова ачасене тĕрлĕ енлĕ вĕрентсе пыма тӑрӑшать. Уроксем хыççӑн, декабĕн 12-мĕш кунĕ, мĕнпе палӑрса тӑни пирки ачасене кĕскен паллаштарчĕ.

Кӑсалхи çул Раççей Федерацийĕн Конституцине йĕркеленнĕренпе 25 çул çитни пирки, Конституци çĕршывăн тĕп саккунĕ пулни çинчен, вăл пирĕн Раççейĕн патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшни çинчен, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлени çинчен тĕплĕн ӑнлантарса пачĕ. Сенкер экран çинчен Раççей ялавне те кӑтартрĕ ачасене. Паллах, ку ачасемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Вĕсем пирĕн Çĕршывӑн пуласлӑх кальчисем. Ачасем Наталия Александровна каласа панине тимлесех итлерĕç.

Юлашкинчен ачасене: - «Çитĕнсе çитсен, эсир те Çĕршыва усӑллӑ çынсем пуласса шансах тӑратӑп, пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатӑп»,- терĕ пултаруллӑ учитель.

Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи                                                   Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика