Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аксендаровасем - «Чи пултаруллă хунямапа кинĕ»

09:22 07 декабря 2018 г.

Муркаш районĕнчи хунямапа кинĕ Раиса Павловнăпа Лариса Александровна Аксендаровасем районсем хушшинчи «Чи пултаруллă хунямапа кинĕ» конкурсра палăрчĕç. Çак конкурс декабрĕн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри Культура керменĕнче иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕ тата Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн культура пайĕ йĕркеленĕ.

Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенчи хунямапа кинĕсем тĕрлĕ тĕрĕслеве хутшăнчĕç. Чи малтанах харпăр хăйпе паллаштарчĕç, хыççăн вара пурнăçри тĕрлĕ лару-тăруран мĕнле тухма пултарассине те каласа кăтартрĕç. Пултарулăх конкурсĕнче халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç, шÿт каласа кăмăла хăпартрĕç. Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлес ăсталăхпа та питĕ тĕплĕ паллаштарчĕç. Кунсăр пуçне жюри конкурсантсен артист ăсталăхне тата сцена çинчи килĕшÿлĕхне те уйрăммăн хакларĕ.

Çак конкурсра ыттисенчен нумайрах балл пухса Раисăпа Лариса Аксендаровасем «Чи пултаруллă хунямапа кинĕ» ята тивĕçрĕç, конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Раиса Павловна, мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕскер, чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ виçĕ кинĕпе те килĕштерсе пурăнать. Лариса - аслă кинĕ.

«Нихăçан та хамăн кинсене вăрçса курман эпĕ. Кăмăл пăсăлни пурин те пулнă пулĕ, анчах никам та пĕр-пĕрне çакна кăтартман. Вĕсене хамăн ачасем пекех шутлатăп. Манăн кинсем пурте сăпайлă, пултаруллă, сăнĕпе те чунĕпе те илемлĕ», - тет пуян ăс-хаклăллă хуняма.

Лариса та хунямине мухтать. Çемьешĕн тăрăшнине, мăнуксене пăхма пулăшнине калать. Хунямăшĕ пулăшнипех вĕсем, кинĕсем, аслă пĕлÿ илнĕ.

Хĕрлĕ Чутайри сцена çине вара вĕсене пулăшма «Муркаш» фольклор ушкăнĕ те тухрĕ. Жюри канашланă вăхăтра та чутайсем «Муркаш» ушăкăн юрри-ташшине пăхса савăнчĕç. Пултаруллă та пуçарллă муркашсене халăх хапăлласах йышăнчĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисем тĕрлĕ парнене тивĕçрĕç. Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова та Аксендаровасене хаклă парнепе чысларĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика