Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Юрă хыҫҫăн юрă шăрантарчĕ «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ

Юрă хыҫҫăн юрă шăрантарчĕ «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ

«Пӗр кӗреке хушшине тӑвансемпе пухӑнсан, савӑнас килет, таш ташлас килет, чунтан чӗререн юрӑ шӑрантарас килет» - теҫҫĕ пултаруллӑ  Ямаш   хӗрӗсемпе   каччисем.

   Иртнĕ шăматкун, чÿк уйĕхĕн 17-мĕш числинче, Красноармейски районне кĕрекен Мамҫа ялĕнче «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ (илемлěх  ертÿçи  Константинова Людмила Николаевна) хăйсен юрри - ташшисемпе савăнтарчĕ  концерт курма пухặннă халăха. Максимова Галинăпа Харитонова Галина « Атте – анне»  юрă шăрантарнă чухне сцена ҫине пăхса ларакан халăхăн куҫĕсем шывланчĕҫ. Юрă хыҫҫăн юрă, салтак юррисем, туй юррисем шăрантарчĕҫ «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ.

   Концерта ертсе пыракан Якимова Ирина Валериевна кашни номерне тухса каласа хавхалантарса пычĕ. Семёнов Николай Николаевич хăйĕн юптарĕвĕсене каласа савăнтарчĕ. Краснов Аркадий Петрович купăс каласа хĕрсемпе каччăсене юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ. Концерт курма пухăннă ҫынсем аллисене хыттăн ҫупса хавхалантарчĕҫ «Ямаш ен» фольклор ушкăнне, сисмесĕрех икĕ сехет те иртсе кайрĕ.

   Концерт вĕҫленсен  пĕрерĕн – пĕрерĕн сцена ҫине хăпарса «Ямаш ен» фольклор ушкăнне алă тытса саламларĕҫ, малалла тата нумай ҫитĕнÿсем тума сунчĕҫ. Концерт вĕҫленнĕ пулин те халăх килелле кайма васкамарĕ. «Кун пек концерт хăҫан курнине те астумастпăр» – терĕҫ. «Татах килĕр», - тесе ăсатрĕҫ. 



19 ноября 2018
11:22
Поделиться