МБУК "Районный центр развития культуры и библиотечного обслуживания" Централизованная библиотечная система Цивильского района

ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Малалла-ха пурнăç, малалла» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ (Игорварская с/б)

10:42 19 ноября 2018 г.

Чÿк уйăхĕн 16- мĕшĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина 95 çул тултарать. Ģак паллă пулăма халалласа Йĕкĕрвар ял вулавăшĕн ĕçченĕ Нина Пыркина тата Чиричкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Афанасьева «Малалла-ха пурнăç, малалла» ятпа краеведени сехечĕ ирттерчĕç. Мероприятие Чиричкасси шкулĕнче 5–мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Йĕркелÿçĕсем уява хутшăнакансене ят-сум çĕнсе илнĕ артисткăн пурнăçĕпе пултарулăх çулĕсемпе паллаштарчĕç. Вера Кузьмина, Тăвай районĕн хĕрĕ, 1947- мĕш çулта Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ ГИТИС ран вĕренсе тухнă.

70 çул ытла ĕнтĕ Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлет. Актриса театр сцени çинче 100 ытла роль калăпланă, вĕсем хушшинче – паттăрла, камитле, трагедилле, сатирăлла сăнарсем, Вера Кузьминична пурнăçĕнче театр кăна пулман иккен, иртнĕ çулсенчи совет фильмĕсенче 100 ытла тĕп рольти хĕрарăма чăвашла калаçтарнă, радиора та тăрăшса ĕçленĕ.

Мероприятие хутшăнакансем «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пичетленнĕ «Малалла-ха пурнăç, малалла» статьяпа та паллашрĕç, унти сăнÿкерчĕксене тимлерĕç. «Чăваш Ен актёрĕсем» альбом-справочник та кăсăклă пулчĕ уява хутшăнакансемшĕн.

Ачасем киле валли ĕç те илчĕç. Вĕсен «Вера Кузьмина çинчен эпĕ мĕн пĕлетĕп» сочинени çырмалла пулать.

МБУК "Районный центр развития культуры и библиотечного обслуживания" Межпоселенческая районная библиотека Цивильского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Уважаемые посетители! Все возникающие вопросы можно отправить по адресу: bibl.zivil@mail.ru

Skype: bibl.zivil

 Яндекс.Метрика

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика