Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кӗскен каласах нумай пӗлтерме пултарнисене саламлатпӑр!

08:00 08 ноября 2018 г.

2018 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенчеЧăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Кӗскен каласа нумай пӗлтерер» интернет конкурс ирттерчӗ. Конкурса Чăваш Республикин тата ун тулашĕнчи шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен 61 педагог хутшӑнчӗ.

Конкурс 3 номинаципе иртрӗ.

«Лингвистика терминӗ» темӑпа ҫырнӑ чи лайӑх синквейн

Предложени

Хутлă, хутсăр

Ӑнлантарать, хистет, ыйтать

Вĕçленнĕ уйрăм  шухăша палăртать

Хутшăну хатĕрĕ

Çӗнтерӳҫи – Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Роза Михайловна Иванова.

 

«Литературоведени терминӗ» темӑпа ҫырнӑ чи лайӑх синквейн

Юптару

Ытарлă, сатирăллă

Питлет, сивлет, вĕрентет

Юптару обществăри çитменлĕхсене сивлет.

Питлев

Çӗнтерӳҫи – Канаш районĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Энтрияль вăтам шкулта Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Ирина Петровна Федорова.

 

«И.Я. Яковлев тата унӑн вӗренекенӗсем» темӑпа ҫырнӑ чи лайӑх синквейн

Ф. Павлов

Пултаруллă, паллӑ

Пуçтарнă, хитрелетнӗ, кӗвӗленӗ

Чăваш наци хорĕ йĕркеленĕ

Композитор

Çӗнтерӳҫи – Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Галина Николаевна Васильева.

Конкурса хутшӑннисене сертификатсем, ҫӗнтерӳҫӗсене вара дипломсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсене раштав (декабрь) уйӑхӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн 204-мӗш пӳлӗмӗнче илме пулать.

Конкурсра вырӑн йышӑннисен списокӗ>>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика